Ҫӗрпӳ район администрацине ертсе пыма Сергей Артамонова шаннӑранпа виҫӗ ҫул. Паян вӑл ҫав ӗҫрен кайрӗ.
Хӑйӗн ирӗкӗпе хӑтарма ыйтса ҫырнӑ заявление паян вырӑнти Депутатсен пухӑвӗнче тишкерчӗҫ. Ҫак кӗске вӑхӑтрах ҫывӑх пулса тӑма ӗлкӗрнӗ районпа сывпуллашнӑ май Сергей Геннадьевич ӗҫе килсенех хӑйӗн ӗмӗчӗсемпе паллаштарнине ҫынсем ӗненмесӗр те шанмасӑр йышӑннине пытармарӗ. «Айван ҫын ҫине пӑхнӑн пӑхатчӗҫ ун чух вӗсем», — терӗ вӑл ҫав вӑхӑта аса илсе. Тухса калаҫакансенчен пӗри ун пек шухӑшланине уҫҫӑнах каларӗ. «Фантастика тӗнчинчи япаласем тенӗччӗ эпир», — палӑртса хӑварчӗ вӑл. Халӗ Ҫӗрпӳ районӗ вӑйлӑ аталанни пирки калама кирлӗ мар. Пӗр тӗслӗх кӑна — тепӗр ҫӗрте усӑ курман ҫӗрсем пирки калаҫаҫҫӗ пулсан унта ҫӗр ҫитмест иккен.
Патӑрьелте ҫуралнӑ ҫыншӑн Ҫӗрпӳ районӗ ҫывӑх пулса тӑнине палӑртса район активӗпе сывпуллашнӑ чух Сергей Артамонов куҫҫулленмесӗр чӑтаймарӗ. Тӗрӗссипе, зал та йӗрсе ларчӗ. Хӗрарӑмӗсем кӑна мар, арҫынӗсем те кӑмӑл-туйӑма тытса чараймарӗҫ.
Малашне Сергей Геннадьевич яваплӑхӗ тата пысӑкрах пулӗ. Вӑл Чӑваш Республикин Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗнче — шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗнче тимлеме тытӑнӗ. Кун пек Хушӑва Михаил Игнатьев Элтепер паян алӑ пуснӑ.
Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Борис Марков пурнӑҫлӗ.