Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Пӗрисене — парне, теприсене — штраф

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 01.12.2014 00:12 | 1502 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Ҫак кунсенче иртнӗ Вӑрнар район администрацийӗнче ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен ӗҫлекен комиссин черетлӗ ларӑвӗ парне тата штраф панипе вӗҫленнӗ. Пӗрисене штрафланӑ, теприсене парнепе хавхалантарнӑ.

Комиси ларӑвӗнче 23 материал пӑхса тухнӑ. Унта ашшӗ-амӑшӗн тивӗҫне йӗркеллӗ пурнӑҫламаннисемпе ҫыхӑннӑ материалсем ытларах пулнӑ. Ҫул ҫитменнисене хӑйсене кӑна пырса тивекен ӗҫсем те выртнӑ-ха сӗтел ҫинче. Ку ачасем руль умне ларнипе ята кӗнӗ. 18 ҫул тултарманскерсен руль умне ларма ирӗк ҫук пулин те ашшӗ-амӑшӗн машинине хускатса ҫула тухнӑ. Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗренекен пӗр ачана ҫавӑншӑн, тӗслӗхрен, 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.

Комисси ларӑвӗ пултарулӑх конкурсне пӗтӗмлетнипе вӗҫленнӗ. Ӑна виҫӗ номинаицпе йӗркеленӗ иккен: «Художество пултарулӑхӗ», «Декораципе прикладной пултарулӑх», «Литературӑпа музыка пултарулӑхӗ». Художество пултарулӑхӗ енӗпе Хапӑсри 6 ҫулти Даша Жебелевскаяпа Полина Змеева ҫӗнтернӗ. Декораципе прикладной пултарулӑхра Нурӑсри ача пахчинчи «Пӗчӗк чӗкеҫ» ушкӑн палӑрнӑ, литературӑпа музыка пултарулӑхӗ енӗпе – Вӑрнарти «Ҫеҫпӗл» ача пахчинчи 6 ҫулти Арсений Николаевӑн ҫемйи. Вӗсене тата иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене тухнисене пурне те парнесемпе тата дипломсемпе хавхалантарнӑ.

Сӑнсем (9)

#Нурӑс, #Вӑрнар районӗ, #Хапӑс, #ачасем, #Вӑрнар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем