Вырӑс драма театрӗн ҫурчӗ раштавӑн 4-мӗшӗнче «ҫавра» дата паллӑ тунӑ. Ҫук-ха, уявласах ларман. Анчах историпе культура енчен республика пӗлтерӗшлӗ палӑк шутланакан ҫав ҫурт 55 ҫул тултарни пирки Чӑваш Енӗн Культура министерстви хӑйӗн сайтӗнче уйрӑммӑн ҫырсах пӗлтернӗ.
Ҫурта шӑп та лӑп 55 ҫул каялла, раштавӑн 4-мӗшӗнче, ӗҫлеттерсе янӑ. Малтан унта Чӑваш патшалӑх филармонийӗ вырнаҫнӑ. Вырӑс драма театрӗ унта 1982 ҫулта куҫса пынӑ.
Строительство ӗҫӗсене 1957 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗнче тытӑннӑ. Ҫурт адресӗ ун чухне I-мӗш Кӑнтӑр ҫурмаҫул ҫаври ятлӑ урамра шутланнӑ. Паян ӑна Гагарин урамӗ теҫҫӗ.
Республика пӗлтерӗшлӗ историпе культура объекчӗ пулса тӑма пултарнӑ ҫурта Феофан Сергеев чӑваш архитекторӗ проектланӑ. Виҫӗ хутлӑ ҫурта унтанпа темиҫе хутчен те ҫӗнетсе юсанӑ-ха, ҫапах та авторӑн тӗп шухӑшне пӑсман.
Сӑнсем (7)