Шупашкар районӗнчи Илпешри ҫӳп-ҫап вырӑнӗ ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗр ҫинче вырнаҫнӑ иккен. Ӑна 1979 ҫулта уҫнӑ. Хӑй тӗллӗн никам та турттарма тытӑнман-ха. Йӑлари хытӑ каяша ҫавӑнта турттарма Шупашкар районӗнчи хӑй тытӑмлӑх органӗсем 35 ҫул каяллах ирӗк панӑ. Анчах ҫав ҫӗр ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ пулни халь ҫиеле тухнӑ. Кун пирки республика прокуратурин пресс-служби пӗлтерет.
Малтан унта вырӑнти колхоз каяш турттарнӑ, каярах — ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗсем. Юлашки ҫулсенче каяша унта «Чувашское» акционерсен хупӑ обществи район администрацийӗпе тунӑ килӗшӳ тӑрӑх турттарса пурӑннӑ.
Ҫӗре урӑх тӗллевпе усӑ курма тытӑннӑ хыҫҫӑн унӑн категорине тепӗр категорие куҫармалла-ҫке. Илпешри ҫӳп-ҫап вырӑнне ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ категорирен никам та куҫарманнине кура вӑл паян кун та кӗтӳ кӗтмелли вырӑн шутланать.
Шупашкар район администрацийӗ ҫак енӗпе хӑй вӑхӑтӗнче тивӗҫлӗ мера йышӑнман тесе Шупашкар район прокуратури район администрацийӗн хальхи пуҫлӑхӗн ячӗпе представлени шӑрҫаланӑ. Унта айӑплисене явап тыттарма сӗнни те пур иккен.
«Чувашское» акционерсен обществине те сӑмах лекнӗ. Йӑлари хытӑ каяша турттарма асӑннӑ обществӑн аренда вӑхӑчӗ тухнӑ пулин те ҫӳп-ҫапа предприяти малтанхиллех Илпеш патне турттарнӑ.
Россельхознадзорӑн республикӑри управленийӗ ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗр ҫине ҫӳп-ҫап турттарса ҫак ҫулсенче ҫӗре мӗн чухлӗ сиен кӳнине те шутласа кӑларнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, ку сумма 54 миллион тенкӗрен иртнӗ иккен. Тӗрӗслев материалӗсене халӗ следстви органӗсене пуҫиле ӗҫ пуҫарассине татса пама ярса панӑ.