Шупашкар районӗнче Акатуй ӑҫта ирттермелли пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Ара, ҫулла ҫуна, хӗлле урапа хатӗрлеме хушаҫҫӗ-ҫке ваттисем. Шупашкар районӗнче те ҫавӑн пекрех шухӑшлаҫҫӗ, ака-суха уявне ҫитес ҫул ӑҫта ирттермеллине ҫӗнӗ ҫулчченех палӑртасшӑн.
Аса илтеретпӗр, халӗ ӑна район центрӗнче малтанхилле йӗркелеме пӑрахрӗҫ. Кашни ҫул пӗр-пӗр ял тӑрӑхне ҫитеҫҫӗ. Анчах кирек хӑшне те мар, ҫулталӑк хушшинче епле ӗҫленине кура. Кӑҫал Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗ лайӑхрах ӗҫлесе ҫак чыса тивӗҫнине палӑртнӑ.
Халӗ вырӑнтисем Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнче хӑш тӗлтерех уявласси пирки пуҫ ватаҫҫӗ иккен. Яваплисем виҫӗ вариантран пӗрне суйлӗҫ: е Хыркассине, е Кӗҫӗн Сӗнтӗре, е Атӑл ҫыранӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Виҫӗ юман» пахчаҫӑсен юлташлӑхӗ патӗнчи лапама.