Тепӗр чух хамӑр ачамӑрсене те ачашлама, ырӑ сӑмахпа хавхалантарма вӑхӑт тупаймастпӑр пулӗ. Ҫынсем, ав, ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнисене усрава илсе кил ӑшши пама хирӗҫ мар. Ҫавӑн пек ҫемьесен шутне Вӑрнар районӗнчи Хорӑнсор Ҫармӑсри Кузьминсем кӗреҫҫӗ. Тӑватӑ ачаллӑ ҫемье ултӑ ачана усрава илнӗ. Вӗсен тӑван амӑшӗ кӗҫӗнни, Виктория, ҫуралнӑ хыҫҫӑн ҫӗре кӗнӗ.
Вӑрнар районӗнчи ырӑ кӑмӑллӑ ҫемьере кил ӑшши тупнӑ ачасем, ҫав шутра, Виктория та усрава илнӗ ашшӗ-амӑшне чунтан тав тӑваҫҫӗ. Пӗчӗккӗлле амӑшӗнчен юлнӑ Виктория паян 13-ре ӗнтӗ. Кузьминсен ҫемйинче вӑл чи кӗҫӗнни те чи ачашлани пулин те ачашланса ӳсмест, шкулта аван вӗренет. Нумаях пулмасть Канаш хулинче иртнӗ усрав ҫемьесен уявӗнче Кузьминсем те пулнӑ. Ҫемьери чи кӗҫӗнни, Виктория, унта чӑваш ташши ташласа кӑтартнӑ.