Йӗпреҫ районӗнче вунсаккӑра ҫитичченех пӗрлешеҫҫӗ. РФ Ҫемье кодексӗпе килӗшӳллӗн вара вунсаккӑр тултарсан пӗрлешме ҫӑмӑллӑнах пулать-ха. Ҫапах та хӑш-пӗр чухне вунулттӑран аслисене те пӗрлешме ирӗк параҫҫӗ. Ку вӑл — шута илме тивӗҫлӗ сӑлтав пур чухне. Тепӗр майлӑ каласан, йывӑр ҫын пулсан тӑрсан.
Йӗпреҫ районӗнчи ЗАГСра ӗҫлекенсем вӑл тӑрӑхрисем миҫере пӗрлешнине тишкернӗ те кӑсӑклӑ пӗтӗмлетӳ тунӑ. Раштавӑн 15-мӗшӗ тӗлне илсен пӗтӗмпе 124 мӑшӑр пӗрлешнӗ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ — вунсаккӑра ҫитменнисем.
16 ҫултан пуҫласа 17-е ҫитичченхисем пӗрлешнине юлашки вунӑ ҫулта сӑнанӑ тӑрӑх ҫапла пӗтӗмлетнӗ.
Ҫулсемпе: 2014 — 3 мӑшӑр; 2013 — 4; 2012 — 3; 2011 — 3; 2010 — 1; 2009 — 6; 2008 — 1; 2007 — 3; 2006 — 3; 2005 — 11.
Шел те, ир пӗрлешекенсем ун пек мӑшӑрлану чылай чухне ҫирӗп маррине ӑнлансах пӗтереймеҫҫӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ специалистсем. Мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн вӗсем ирӗклӗ пурнӑҫ ҫуккипе те аптӑраҫҫӗ. Вӗсен вара тантӑшӗсемпе выляс-кулас килет. Ҫемье ҫавӑрнине пула вӗренсе пӗтерейменнине те палӑртмалла.