Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Елчӗкри вӑтам шкулта Елчӗк, Патӑрьел, Шӑмӑршӑ районӗсенчи тӑван чӗлхепе литература вӗрентекенсен фестивалӗ иртрӗ. Ку уява кӑвар чӗреллӗ Ҫеҫпӗл Мишши 110 ҫул тултарнине халалларӑмӑр. Чи малтанах вӗрентекенсене районти Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин пуҫлӑхӗ Л.В.Левый саламларӗ: район ӗҫӗ–хӗлӗпе паллаштарчӗ.
Унтан вӗрентекенсен уҫӑ урокӗсене итлесе сӳтсе яврӑмӑр: Г.В.Каринкинӑн «Упрама пӗлесчӗ аннене» (Ю. Скворцовӑн «Ултӑк» калавӗ тӑрӑх, 7 кл.); Г.А.Енейкинӑн Петӗр Эйзин «Йӑмрапа хурӑн» — (6 кл.); Е.В.Алексеевӑн Г.В.Волков «Тӑван чӗлхемӗрҫӗм» (7 кл.); Л.В.Кудрявцевӑн «Сӑвӑҫ тата вӑхӑт» (10 кл.); Е.С.Федорован «Ҫеҫпӗл Мишши юратӑвӗ» — (10 кл.); З.А.Михееван «Текст тишкерсе ӑслав хайлавӗ ҫырасси», (9 кл.).
Уява килнӗ чӑваш патшалӑх педуниверситетӑн тӑван чӗлхепе литература кафедрин деканӗ Е.А.Андреева уҫӑ уроксен пахалӑхӗпе кӑмӑллӑ пулчӗ, елчӗксенче чӑвашлӑх туйӑмӗ вӑйлине палӑртса хӑварчӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ тӑрӑх йӗркеленӗ презентаци те кӑтартуллӑ пулчӗ. Вӗрентекенсем пӗр-пӗрин опычӗпе паллашса ҫӗнӗлле ӗлемелли технологисемпе усӑ курма пултарчӗҫ. Кун ҫинчен Курнавӑш шкулӗнче вӗрентекен Н.Н.Кругловӑпа В.Н.Воронова уйрӑммӑн палӑртса хӑварчӗҫ.
Вӗрентекенсем Ҫеҫпӗлӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне уроксенче, класс тулашӗнчи ӗҫсенче туллинрех тишкерсе ачасене тӑван чӗлхене юратасси: халӑха хисеплесси тӗп вырӑнта пулмаллине палӑртса хӑварчӗҫ.
Ҫакӑн пек фестивальсем малалла та кашни районтах иртӗҫ.