Ҫӗмӗрлере чиновниксем тӳрех икӗ мулкача хӑваласа тытнӑ. Котельнӑй валли вырӑн пушатнӑ. Унта вара 100 ҫулти чӑрӑш ӳснӗ. Ӑна касса тӗп лапама кайса лартнӑ та илемлетнӗ — Ҫӗнӗ ҫул валли хатӗр!
100 ытла ҫулти чӑрӑш Карл Маркс урамӗнче ӳснӗ. Анчах ҫав вырӑнта тӳре-шара котельнӑй тума шухӑшланӑ. Документаци хатӗрленӗ те ӗмӗр ӳсекен йывӑҫа касма хушнӑ.
Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн строительствӑпа архитектура пайӗн пуҫлӑхӗ Евгений Гришин ӑнлантарнӑ тӑрӑх, чӑрӑш ӳснӗ территори ҫурт ҫывӑхне кӗмен. Чӑрӑша ҫав-ҫавах касмалла пулнӑ-мӗн. Ку вырӑнта модульлӗ котельнӑй тума палӑртнӑ-ҫке-ха.
Анчах хула ҫыннисем документаци тӗрӗс марри пирки иккӗленнӗ те вырӑнти МИХсен редакцисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Тӳре-шара Ҫӗнӗ ҫул умӗн халӑха савӑнтарма туна ӗҫе пурте ырласа йышӑнман. Хӑшӗ-пӗри уяв каҫхине чӑрӑш тавра савӑннӑ вӑхӑтра теприсем ун ҫине пӑхса ассӑн сывлӗҫ.