Республикӑн тӗп хулинче Ҫӗнӗ ҫул уявӗпе саламланисем ытларах енӗпе вырӑсла. Ку йӑлана кӗнӗ япала теме пулать. Пӗлтӗр те ҫаплаччӗ. ЧНК хула администрацине кун пирки ҫыру шӑрҫаланӑ хыҫҫӑн вӗсем ҫак лару-тӑрӑва тӳрлетме — чӑвашла ытларах ҫырма шантарнӑччӗ. Чӑн та кӑҫал Республика тӳремӗнче малтанхи пек пӗр вырӑсла кӑна мар, чӑвашла саламлани те пур. Анчах шел те, ҫав-ҫавах Шупашкарти саламсем тӗпрен илсен вырӑсла. Тӗслӗх пек тӗп урамри чарӑнусенче вырнаҫтарнӑ плакатсене илсе кӑтартма пулать — вӗсенче пуринче те «С Новым Годом!» кӑна ҫырса тухнӑ, чӑвашли куҫ умне лекмест.
ЧНК-на ҫакӑн пирки шӑнкӑравласа ыйтнӑ хыҫҫӑн вӗсем кӗҫех ҫак ыйтупа хула администрацине тепӗр хут ҫыру ҫырма шутлани пирки, кунашкал йӗрке вӗсене тивӗҫтерменни ҫинчен пӗлтерчӗҫ.
Сӑмах май ыран ЧНК пайташӗсем хулан администрацийӗ ҫумӗнчи ятарлӑ ревизи комиссийӗпе тӗл пулмалла иккен. Унта вӗсем чӑвашла ятсӑр юлнӑ чарӑну ячӗсене ҫырса хурасси пирки, тӗрӗс мар ҫырнӑ ятсене тӳрлетесси пирки калаҫма планланӑ.