Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: «Стоматологи отличникӗ» медальпе чысланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 17.12.2014 19:03 | 1581 хут пӑхнӑ
Сывлӑх Чӑваш Енӗн стоматологӗсен ассоциацийӗн президенчӗ Владимир Викторов
Чӑваш Енӗн стоматологӗсен ассоциацийӗн президенчӗ Владимир Викторов

Ҫӗнӗ Шупашкарти стоматологи поликлиникин врачӗ Наталья Термышева «Стоматологи отличникӗ» медальпе чысланӑ. Наградӑна Чӑваш Енӗн стоматологӗсен ассоциацийӗн президенчӗ, вӑл «Шупашкарти стоматологи поликлиники» автономи учрежденийӗн тӗп врачӗ, Владимир Викторов тыттарнӑ. Ку медале Раҫҫейӗн стоматологӗсен ассоциацийӗ парать иккен. Чыслав ӗнер, Стоматологсен обществин ларӑвӗ вӑхӑтӗнче иртнӗ.

Шӑл тухтӑрӗсем медаль парассишӗн кӑна пухӑнман-ха. Ӗнерхи лару вӗсемшӗн — йӑлана кӗнӗскер. Чӑваш Енӗн шӑл тухтӑрӗсем стоматологи тытӑмне аталантармалли планпа ӗҫлеҫҫӗ иккен.

Республикӑри стоматологи поликлиникинче иртнӗ ларура шурӑ халатлисем сиплевпе кӑна мар, ӗҫ йӗркелӗвӗпе ҫыхӑннӑ самантсене те хускатнӑ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин штатра тӑман тӗп стоматологӗ Вячеслав Бычков, сӑмахран, «Тухӑҫлӑ килӗшӳ» темӑпа доклад тунӑ. Ӗҫ килӗшӗвне епле тусан ӗҫе лайӑхрах йӗркелеме май пуррине вӑл ӑнлантарса панӑ.

Тухса калаҫакан ытти стоматологсем вара шӑл чирӗсене сиплемелли ҫӗнӗ меслетпе тата янах кӑлтӑкне епле майпа пӗтермелли пирки каласа кӑтартнӑ. Юлашкинчен каланинче, акӑ, пӗчӗк винтпа усӑ курса пулать. Анчах майне пӗлсе кӑна. Шупашкарти стоматологи поликлиникин 2-мӗш поликлиникин ортопечӗ Андрей Мустаев, ав, ун пеккисене сиплесе курнӑ.

Сӑнсем (10)

#Ҫӗнӗ Шупашкар, #медальсем, #стоматологи, #сывлӑх

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем