Республикӑра «Ҫӗнӗ ҫул — ҫӗнӗ ҫемьере» акци старт илнӗ. Ӑна ача ҫуртӗнче пурӑнакан тӑлӑхсене чӑн-чӑн уяв парнелес тӗллевпе йӗркеленӗ.
Унпа килӗшӳллӗн, тӑлӑх ачасене Ҫӗнӗ ҫула тата каникул вӑхӑтӗнче ҫемьене илмелле. Ҫапла майпа ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ шӑпӑрлансем чӑн-чӑн асамлӑха туйма пултарӗҫ.
Акӑ Сашӑпа Вика ача ҫуртӗнче пурӑнаҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсен юлташӗ пӗр ҫемьере телейне тупнӑ. Ӑна опекӑна илнӗ Владимир Федоровичпа Елена Васильевна икӗ хӗрачана каникул вӑхӑтӗнче хӑйсем патне илсе кайма кӑмӑл тунӑ. Бураковсен ҫемйинче виҫӗ тӑван ача ӳсет. Вӗсем тата ача ҫуртӗнчен икӗ шӑпӑрлана илнӗ.
«Ҫӗнӗ ҫул — ҫӗнӗ ҫемьере» акци республикӑра пӗрремӗш хут иртет. Ача ҫурчӗсенче уҫӑ алӑксен кунӗ вара тӑтӑшах пулать. Ҫапла майпа ачасем ҫемье тупаҫҫӗ.
Кӑҫал Шупашкарти ача ҫуртӗнчен — 11, «Малюткӑран» 12 шӑпӑрлана ҫемьесем хӑйсем патне илнӗ. Акци раштавӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 15-мӗшӗччен пырӗ. Раштавӑн 20-мӗшӗнче вара Шупашкарти ача ҫуртӗнче уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ.