Паян 12 сехетре Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин тӗрлӗ МИХ-семпе калаҫу ирттерчӗ. Хаш-пӗр ыйтусене хуравламасӑр хӑварчӗ пулин те тӗп шухӑшӗсем ҫакскерсем:
- экономика йывӑр лару-тӑрӑва пирӗн патшалӑхран килмен сӑлтавсене пула лекнӗ;
- экономика ура ҫине тӑратех, кун валли пире 2 ҫулталӑк кирлӗ пулӗ. Малашлӑхра вара эпир ҫак лару-тӑруран ӳсӗмпе кӑна тухӑпӑр.
- эпир хамӑр наци наци интересӗсене хӳтӗлетпӗрех, нимӗнле патшалӑх та пире ура хураймӗ;
- хамӑрӑн ҫара вӑйлӑлатӑпӑр, пенсисене те инфляци шайӗнче пысӑклатсах тӑрӑпӑр;
- хресчен — Раҫҫей халӑхӗн элити;
- саккун тӗп вырӑнта пулмалла, вӗсене пурте пурнӑҫламалла;
- Турципе Китай хальхи вӑхӑтра чи вӑйлӑ аталанакан тӑрӑхсем, ҫавӑнпа та эпир вӗсемпе ҫыхӑнӑва аталантаратпӑр;
- хальхи лару-тӑрушӑн пурте яваплӑ, ҫав шутра эпӗ те (Путин В.В.), правительство членӗсем те, регионсем шайӗни пур тӳре-шара та;
- влаҫ органӗсем халӑх хушшинче хирӗҫӳлӗхе пуҫармаҫҫӗ, влаҫрисен ӗҫӗ-хӗлӗпе килӗшменнисене ура хумаҫҫӗ.
Прессӑпа калаҫнӑ вахӑтра эпир хамӑр твиттерта чӑвашла онлайн ертсе пытӑмӑр. Унпа туллин кун кӗнекинче паллашма пулать.