Ҫӗнӗ ҫул умӗн ку улатӑрсемшӗн чӑн-чӑн парне пулнӑ. Унта «Святлячок» ача пахчи уҫӑлнӑ. Вӑл кивви вырӑнне ӗҫлеме тытӑннӑ. 1947 ҫулта хӑпартнӑ ҫурта ишсе антарнӑ.
Ача пахчинче 240 шӑпӑрлан валли вырӑн хатӗрленӗ. Унта пур условие те туса панӑ. Вӑл хӑрушсӑрлӑх енӗпе те ыйтнине тивӗҫтерет. Ача пахчинче 36 ҫын ӗҫлӗ. Вӗсенчен 15-шӗ — педагогика ӗҫченӗсем.
Ача пахчине пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче хута яма тытӑннӑ. Ӑна тумашкӑн 119 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ача пахчине уҫнӑ ҫӗре ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов хутшӑннӑ. Улатӑр тата Пӑрачкав епископӗ Федор ҫӗнӗ ача пахчисем уҫӑлнӑ май шӑпӑрлансем йышланса пынине палӑртнӑ.
Ачасем хисеплӗ хӑнасене савӑнтарнӑ. «Хӗвел» кӗҫӗн ушкӑнрисем «Илемлӗ чӑрӑш» интерактивлӑ вӑйӑ вылянӑ. Хӑнасем чӑрӑша илемлетнӗ. Ҫавӑн пекех ачасем концерт хатӗрленӗ. Вӑй-хал культурин залӗнче «Атте, анне тата эпӗ — спортпа туслӑ ҫемье» спорт конкурсӗ иртнӗ. Шӑпӑрлансене ҫав кун клоун та савӑнтарнӑ.