Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑвашлӑха аталантармалли мелсем пирки калаҫрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 25.12.2014 14:01 | 2044 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх Пухура / Н. Плотников тунӑ сӑн
Пухура / Н. Плотников тунӑ сӑн

Ӗнер, раштавӑн 24-мӗшӗнче, чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакан ушкӑнсем пӗрле пухӑнса малашнехи пӗрлехи ӗҫсем пирки калаҫрӗҫ. Пухӑва «Хавал» пӗрлӗх ертӳҫи Александр Блинов (Алпарух), вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литературин кафедрин пуҫлӑхӗ Анна Егорова, «Салам» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Владислав Николаев, «Ирӗклӗх» пӗрлӗхӗн ертӳҫи Дмитрий Степанов, Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ Алексей Ефремов (Илтимер), Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай Плотников (Аҫтахар) хутшӑнчӗҫ.

Пухура хускатнӑ тӗп ыйтусем: влаҫра чӑваш наци политикине ертсе пыракан ҫын ҫукки; вӗренӳ министерствинче чӑваш наци шкулӗсемпе ӗҫлекен ҫын ҫукки; тӳре-шарапа ҫыхӑнусене епле тытасси пирки; ӳнер ӗҫӗсене пропагандӑлас ӗҫре чӑваш чӗлхипе те усӑ курасси пирки; тӗрлӗ фильмсене чӑвашла куҫарасси пирки; ҫӗнӗлле, вуланмалли литература хайлавӗсене пичетлесси; программӑсемпе ӗҫлемелли ансат инструкцисем хатӗрлесси пирки.

Тӗлпулу вӗҫленнӗ хыҫҫӑн кунашкал кайран та пухӑнсан пӑсмасть тесе пӗтӗмлетрӗҫ.

#кинематографистсен пӗрлешӗвӗ, #Салам, #Хавал, #тӗлпулусем, #наци вулавӑшӗ, #Ирӗклӗх, #чӑвашлӑх

 

Комментари:

Илле Иванов // 3035.94.7765
2014.12.26 08:46
Салам тата таймапус сире!
Сак йывар ыйтава хускатсах тама уркенменшен.
Влас ку ыйтусене принципла хускатмасть, чавашлаха системалла таптать те таптать. Влас лайах пелет - таптасан таптасан такам та хусалать. Чаваш - пушшех те. Чеччен пек мар вет-ха вал, айван. Петем хаярлахе те эрех ессе килте сапасмалах сес ситет. Чыс тени нумайашен сук. Эрех ессе вилин вилет, анчах чаваш чысешен митинга та тухаймасть, пикета та тухаймасть. Харавса тата луппер.
Сапах та сак ыйтупа канашлакансене сапла сену-ыйту пур. Тен, сене сул умен Шупашкарта чавашлах ыйтавепе митинг е пикет ирттермеллех? Пикет валли власа асархаттарма кая та юлман. Влас машкаллать вет-ха: малтан чарану ячесене вырасла сес сырса хуче. Эсир сырупа сивлерер. Вара влас хай йанашне анланна пек туре - чарану ячесене ик челхепе сырса тухрес. АНЧАХ СИЙЕНЧЕХ СЕНЕ ЧАРАНУСЕНЧЕ СЕНЕ СУЛ ЯЧЕПЕ САЛАМЛА ИК ЕНЛЕ УКЕРЧЕКСЕМ ЛАРТСА ТУХРЕС: ИКЕ ЕНЕНЧЕ ТЕ ВЫРАСЛА СЕС "С НОВЫМ ГОДОМ" ТЕСЕ СЫРСА ХУНА.
Мескен чаваша перех чатма верентетпер, весем вырас шовинизмне хирес перех ним те таваймассе тессе енте...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем