Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнче тетелӗ: Сайт кирилл саспаллисем ҫине куҫрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.01.2015 16:41 | 2696 хут пӑхнӑ
Тӗнче тетелӗ Times New Roman шрифтри расналӑх
Times New Roman шрифтри расналӑх

Паян Чӑваш халӑх сайчӗ чӑваш саспаллисене Уникодӑн кирилл саспаллисен пайӗнчен илсе усӑ курса ҫырӗ. Кашни хӑна саспаллисене куртӑр тесе пирӗн малашне сайтра ятарлӑ шрифтсем тиенӗҫ.

Саспаллисен кодне ылмаштарни хӑш-пӗр йывӑрлӑхсем кӑтартса тӑратрӗҫ — эпир вӗсене ҫывӑх вӑхӑтра пӗтерме тӑрӑшӑпӑр. Ку хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра пирӗн сайтри энциклопедиллӗ пайра хӑш-пӗр статьясен ҫыхӑнӑвӗ ҫухалнӑ (юсатпӑр).

Куҫма шутланин сӑлтавӗсем: кирилл пайӗнчи чӑваш саспаллисем — шӑп та лӑп чӑваш чӗлхи валли уйӑрнисем; унччен усӑ курнӑ латин пайӗнчи пӗрешкел саспаллисене чылай шрифтсенче пӗрешкел ӳкерменччӗ — ку вӑл «й» тата «ӑ», «ӗ» саспаллисен мӑйракисене танлаштарсан курӑнатчӗ (уйрӑмах, юнашар тӑнӑ чухне); кирилл пайӗнче те чӑваш саспаллисене ӳкернӗ шрифтсен йышӗ ҫителӗклӗ пулни (унччен вӗсем сахалччӗ те, ирӗксӗрех латин пайӗнчисемпе ҫырма тиветчӗ). Енчен те эсир латин пайӗнчисемпе ҫыракан кивӗ сарӑмпа усӑ куратӑр пулсан — сайтри скрипт вӗсене хӑйех тӗрӗссисем ҫине улӑштарӗ.

Ҫывӑх вӑхӑтра ҫавӑн пекех электронлӑ сӑмахсарсене тата электронлӑ вулавӑша кирилл саспаллисем ҫине куҫарӑпӑр.

Ҫӗнӗ ҫулта ҫӗнӗлле ӗҫлемелле тӑрӑшӑпӑр!

#сайтсем, #чӑваш чӗлхи, #компьютер, #Unicode

 

Комментари:

2015.01.01 16:47
тусăмсем пĕлеççĕ
Питӗ чаплӑ хыпар! Ҫавӑн пек тумалла! Пирӗн стандартпа ӗҫлемелле.
2015.01.01 18:35
Аçтахар Плотников
Хамӑн сарӑма та кирилл сасапаллисем ҫине ылмаштартӑм.
2015.01.01 21:58
Аçтахар Плотников
Энциклопеди пайӗнче тӳрлетсе тухрӑм пулас.
Неважно 2 // 1781.19.6646
2015.01.03 10:28
Калле куҫарӑр, Windows-1251 (ANSI) кодировкинче ҫ вырӑнне ?, латиницӑ ҫ вырӑнне с, тӳркчере ҫ - ч (ТЩ), чӑваш чӗлхинче Щ
Неважно 2 // 1851.50.7631
2015.01.03 12:38
Ку шухӑш тӗрӗсленнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ курӑмлӑ пулӗ. Пӗлме: сайтра регистрациленнисен шухӑшӗсем тӳрех, малтӗрӗслевсӗрех, курӑмлӑ вырнаҫаҫҫӗ.

Ку шухӑша тӗрӗсленӗ хыҫӑн кӑна курма пулӗ темелле пулнӑ
Неважно 2 // 1721.1.8303
2015.01.04 11:17
Тӑта сайтна Windows-1251 кодировки ҫине куҫарӑр ӗнтӗ, Ӑӑ, Ӗӗ, Ҫҫ, Ӳӳ вырӑнне HTML Entity (#258; #259; #276; #277; #199; #231; #1266; #1267;), ахаль те парольне астуса илме тытӑнсан ӑнланмалли мар ҫырусем килеҫҫӗ)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем