Ыран, календарьпе хӗл ларнӑ кун, Шупашкарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 1-мӗш пуҫламӑш шкулта «Тӑван чӗлхене вӗрентме тата сарма пулӑшакан ҫӗнӗ ӑслайсем» (Новые подходы к преподаванию и популяризации родного языка) ятлӑ семинар иртӗ. Вӑл 12 сехет ҫурӑра пуҫланӗ. Семинара йӗркелекенсем: Чӑваш Республикин вӗрунӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви тата «Ӑнӑҫу тумалли чӗлхе» (Язык для успеха) ятлӑ ют чӗлхесем вӗрентекен шкул.
Пурӗ 4 семинар ирттерме палӑртнӑ. Ыранхи — пӗрремеш пулӗ. Семинарта чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсене хальхи вӑхӑтра тӑван чӗлхене епле вӗрентмелли тата ӑна ачасем хушшинче сарма пулӑшакан мелсемпе паллаштарӗҫ. Ют ҫӗршыври опыт пирки каласа парӗҫ. С.Г. Ефимова уҫӑ урок ирттерӗ, ӑна сӳтсе явӗҫ.
Семинарсем тӳлевсӗр. 1-мӗш шкул адресӗ: Ярославль урамӗ, 52 ҫурт. Транспорт ҫинчен «Республика лапамӗ» чарӑнура тухмалла.