Асаннесемпе кукамайсем, асаттесемпе кукаҫисем Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшне мӗнле хитрелетнӗ? Хӗллехи каникулсенче еплерех парнесемпе савӑнтарнӑ? Кун пирки пӗлес килет-и? Эппин, май пулсан Патшалӑх вырӑс музейӗн виртуал филиалне ҫитсе курмалла.
Унта икӗ ӗмӗр каяллахине курма пулать. Василий Суриков, Апполинария Васнецова, Федот Сычков, Федор Решетников картинисем вӑхӑта каялла тавӑрма пулӑшӗҫ.
Патшалӑх вырӑс музейне ҫитсе кураймастӑр тӑк Шупашкарти «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрне ҫул тытӑр. Унта та уяв йӑли-йӗркипе паллашма пулать-мӗн. Тӗслӗхрен, тӑвансемпе юлташсем валли парне тӑвас енӗпе пултарулӑх лаҫҫи ӗҫлет.
«Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче кӑрлачӑн 3–11-мӗшӗсенче ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсене пултарулӑх каникулӗсем кӗтеҫҫӗ. Кашни кун чи юратнӑ уявӑн вӑрттӑнлӑхӗсем уҫӑлаҫҫӗ.