Кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче Раҫҫейре пӗрремӗш хут Юр кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ӑна уявлама йӗлтӗр спорчӗн пӗтӗм тӗнчери федерацийӗ сӗннӗ. Ҫапла ӑна ҫулсерен паллӑ тӑвасшӑн. Хӑҫан? Кӑрлач уйӑхӗнчи юлашки умӗнхи вырсарникун.
Ҫак куна ятарласа йышӑннӑ. Кӑрлачра уявсем нумай. Сӗтел хушшинче тӑтӑшах апатланнӑ хыҫҫӑн юр ҫинче йӑваланни те вырӑнлӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем. Вӗсем ҫак кун ачасемпе аслисене спортӑн хӗллехи тӗсӗсемпе явӑҫтарасшӑн.
Юр кунӗнче йӗлтӗрпе конькипе, ҫунашкапа, сноубордпа ярӑнма, тӗрлӗ ӑмӑртусемпе фестивальсем ирттерме пулать.
Халӗ Чӑваш Ен те ҫак мероприятие тӗплӗн хатӗрленет. Шупашкарта вӑл «Шупашкар: 500 ҫул» паркра иртӗ.