Чӑваш Енре коммуналлӑ тӑкаксен тӳлевӗ ҫитес ҫур ҫулта улшӑнмасса пӗлтереҫҫӗ. Анчах — ҫуллаччен ҫеҫ.
Улшӑнусем утӑ уйӑхӗнче пулмалла. Ытларах ҫакна Ҫӗнӗ Шупашкартапурӑнакансем туйса илӗҫ. Унта тарифсем 15% ӳсӗҫ.
Шупашкарта, Ҫӗнӗ Лапсарта, Ҫӗмӗрлере ку кӑтарту кӑшт сахалрах — 12% яхӑн. Ытти ҫӗрте 11,2 процент хӑпарӗ.
Ӑшӑ энергийӗ 100% шайра юлӗ. Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вара 8,8% хӑпарӗ. Сивӗ шывшӑн тата ӑна юхтарса кӑларнишӗн кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен раштав уйӑхӗнчи пекех тӳлемелле. Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 12,2% ытларах тӳлеме тивӗ.
Ҫулла электроэнерги те 7,5% хӑпарать. 1 киловатшӑн 2 тенкӗ те 80 пус кӑларса хумалла пулӗ. Ялта пурӑнакансем 1 тенкӗ те 96 пус тӳлӗҫ.
Ҫутҫанталӑк газӗ пирки хальлӗхе нимӗн те каламан. Анчах вӑл та 7,5% хӑпарма пултарать.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЖКХ хакӗсем ӳснӗ чухне сахал тупӑшлӑ ҫемьесене пулӑшмаллине пӗлтернӗ.