Алексей Шестаков унччен хулара пурӑннӑ. Анчах вӑл яла куҫса килнӗ. Мӗн тӗллевпе? Вӑл фермер хуҫалӑхӗ йӗркеленӗ.
Ҫамрӑк арҫын Ҫӗмӗрле районӗнче кӑркка ӗрчӗтет. Алексей мӗншӗн шӑпах ҫак кайӑк-кӗшӗке ӗрчетме шухӑшланӑ-ха?
Кӑрккасем, чӑхсемпе тата хурсемпе танлаштарсан, ҫӗр чакаламаҫҫӗ. Алексей ку кайӑка ӗрчӗтесси пирки нихӑҫан та шухӑшламан. 3 ҫул каялла вӑл ӑна хӑйӗн валли ҫеҫ усранӑ. Унтан кун пек майпа услам тума май пуррине ӑнланнӑ. Ҫамрӑкскер яла куҫса килсе кӳршисене питӗ тӗлӗнтернӗ.
Фермер йӑлтах хӑйӗн укҫипе тунӑ. Вӑл 4 миллиона яхӑн тӑкакланӑ. Алексей кӑркка ашӗ лайӑх сутӑнасса шанать.
Алексей кӑрккасем валли лайӑх услови тума тӑрашать. Кайӑк хӑвӑрт ӳсет. Экологи тӗлӗшӗнчен таса какая Алексейрен туянакансен йышӗ ӳссех пырать-мӗн.
Республикӑра фермерсен йышӗ майӗпен ӳсет. Ара, вӗсене пулӑшакан патшалӑх программисем пур-ҫке-ха. Кӑҫал Ҫӗмӗрле районӗнче тепӗр 7 ҫын субсиди илме документ хатӗрлет-мӗн.