Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Станьял — наци совеҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 15.01.2015 17:10 | 1417 хут пӑхнӑ
Персона

Ҫапларах хак пачӗ Геннадий Дегтярев хӑйӗн сӑмахӗнче Станьял Виталий Петрович 75 ҫул тултарнӑ ятпа ирттернӗ литературӑпа поэзи каҫӗнче. Кӑна Геннадий Анатольевич юбиляр хӑйӗн шухӑшне нихӑҫан та пыраманнипе, калас сӑмаха ӑшӑ вырӑна ҫухатасран хӑрамасӑр калама пултарнипе ҫыхӑнтарчӗ.

Мероприяти паян Чӑваш наци вулавӑшӗнче пулчӗ. 100 ытла ҫын пухӑнмалли зала халӑх туллин пухӑнчӗ, хӑшӗ-пӗри вырӑн ҫитменрен ура ҫинче тӑчӗ. Паллӑ таврапӗлӳҫӗн, вӗрентекенӗн тата сӑвӑҫӑн ҫавра ҫулне паллӑ тума пурте пынӑччӗ — культура министрӗ Вадим Ефимов, Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗсен комитет председателӗ Пётр Краснов, Шупашкар районӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров, ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов, ҫыравҫӑсем, журналистсем, таврапӗлӳҫӗсем, вӗрентекенсем, преподавательсем тата ыттисем.

Тухса калаҫакансене илес пулсан Пётр Степанович Краснов хӑйӗн сӑмахӗнче Виталий Петровича орфографи тавра ыйту ҫӗкленӗшӗн мухтарӗ (сӑмах май, вӑл ыйтӑва унччен те ҫӗкленӗччӗ-ха та /сӑмах, «Тӑван Атӑлта» пуҫланӑ статьясен ярӑмӗ пирки/). ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов вара юбиляра кӗпе тӑхӑнтартрӗ. Виталий Петровичӑн ӗҫне ҫӳллӗ шайра хакласа ӑна медальсем, хисеп хучӗсем, парнесем тата чечексем сахал мар парнелерӗҫ. Юбиляр хайланӑ сӑвӑсем те уяв каҫӗнче пӗрре мар янрарӗҫ.

Мероприятие Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗ, Чӑваш культури аталанӑвӗн «Сӑвар» фончӗ, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ йӗркеленӗ.

Станьял Виталий Петрович 1940 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Сӗнтӗр ялӗнче ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен (1962), И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалах университечӗн аспиратуринчен (1972) вӗренсе тухнӑ. Чылай вӑхӑт «Коммунизм Ялавӗ» (Хыпар), «Ҫамрӑк коммунист», «Советская Чувашия» хаҫатсенче ӗҫленӗ. Каҫал, Шӑмӑршӑ, Шупашкар районӗсенчи вӑтам шкулсенче вӗрентнӗ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ университетра чӑваш литературипе фольклор кафедрин ертӳҫинче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пай пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ.

Сӑнсем (141)

#наци вулавӑшӗ, #вулавӑшсем, #юбилейсем, #литература, #Шупашкар, #Шупашкар районӗ, #Пӗчӗк Сӗнтӗр, #ЧПУ, #ЧПГӐИ

 

Комментари:

Пасар // 4117.51.7078
2015.01.16 18:01
Краснов орфографире - слон аслӑ шкул профессорӗ пулнӑ пекех Чӑх-чӗп кулли.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем