Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Халӑхсен хушшинчи килӗшӳ — ылтӑнран та хаклӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Николай Йелмел 17.12.2009 14:40 | 1597 хут пӑхнӑ

Чӗмпӗрте «Чувашская Республика и Ульяновская область: диалог культур» проектӑн пултарулӑх тӗлпулӑвӗсен ярӑмӗ вӗҫленнӗ ятпа пысӑк уяв иртрӗ. Унта 1000 ҫынна яхӑн пуҫтарӑннӑччӗ.

Уява Шупашкартан Чӑваш Республикин культура министрӗ Р.М.Лизакова, пай пуҫлӑхӗ М.Н.Краснов, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Г.Н.Архипов, Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ В.А.Абрамов, журналистсен пысӑк ушкӑнӗ килнӗччӗ.

Уява хутшӑнакансем ҫавра сӗтел хушшине ларса хӑйсене пӑшӑрхантаракан ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.

Ҫаплах чӑваш тумне ҫӗлекенсем: Т.В.Шаркова, Л.В.Болтаева, З.И.Воронова алӑстисем — курав йӗркелерӗҫ. Чӑваш кӗнеке издатильствин кӗнекисене те туянма май пулчӗ.

Фойере — куракансене пултарулӑхӗпе «Эревет», «Илем» (Чӗмпӗр),«Савӑнӑҫ» (Димитровград) ушкӑнсем савӑнтарчӗҫ.

Юлашкинчен пысӑк концерт пулчӗ. Унта облаҫри патшалӑх симфони «Губернаторский» оркестрӗ хутшӑнчӗ. Дирижёрӗ — Раҫҫей халӑх артисчӗ, Чӑваш патшалӑх симфони капеллин дирижёрӗ Морис Яклашкин пулчӗ. Чӑваш тата вырӑс юррисене Шупашкартан килнӗ К.Москалёв, В.Игнатьев, Е.Гончарова, А.Сергева-Зинкина солистсем шӑрантарчӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: «Канаш», Чӗмпӗр хули

#концертсем, #Чӑваш Ен, #Чӗмпӗр, #куравсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем