Тата тӗрӗсрех калас тӑк, пӗремӗкпе те мар-ха, канихветпе. Патшалӑхӑн ҫул-йӗр инспекторӗсем ҫуран ҫӳрекенсене пылакпа астарма шут тытнӑ. Канихвечӗ ахальли мар — «Хаваслӑ ҫуран ҫӳрекен» ятлӑскер. Ун хучӗ ҫине ҫул-йӗр правилине аса илтерекен тӑватӑ йӗркеллӗ сӑвӑ ҫырса хунӑ. Пылак ҫимӗҫе вырӑнти кондитер предприятийӗсенчен пӗринче кӑлараҫҫӗ.
Ӑна инспекторсем ҫуран ҫӳрекенсене кӑна мар, водительсене те валеҫсе панӑ. Сӑмах май вӗсем ҫул ҫинче асӑрхануллӑ пулмаллине те аса илтернӗ, шоферсене — ҫуран ҫӳрекенсене ирттерсе ямаллине.
Тимлӗх, чӑн та, кирлех. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫынсем ҫине машинӑсем республикӑра 65 хутчен пырса кӗнӗ. Вӑрмар, Улатӑр районӗнче пӗрер ҫын, Шупашкарта иккӗн вилнӗ.