Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Тани Юн актрисӑна асӑнма унӑн вил тӑпри ҫине кайса килчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 28.01.2015 19:29 | 2237 хут пӑхнӑ
Персона

Паян, Тани Юн ҫуралнӑ кунӗнче, кино ӳкерес ӗҫре тӑрмашакан хастарсем пӗрремӗш чӑваш киноактрисине асӑнма унӑн вил тӑпри ҫине кайса килчӗҫ.

Ушкӑнра «Сӑвар ТВ» ертӳҫи, Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗн председателӗ Ультиар Цыпленков, унӑн ҫумӗ Илтимер Ефремов, «Аксар» студи ертӳҫи Алексей Иванов-Сӗрмек, «Хыпар» хаҫат журналисчӗ Надежда Смирнова, Тани Юн тӑванӗ Березкина Светлана Ивановна, продюссер тата режиссер Юрий Спиридонов, Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнчи режиссер Владимир Синяев пулчӗҫ.

Паллӑ актрисӑна ҫӑкӑр-тӑварпа асӑнчӗҫ, унӑн пысӑк калӑпӑшлӑ ӗҫне асаилчӗҫ. «Пухӑннӑ ушкӑнра Шупашкарти пӗр-пӗр урама Тани Юн ятне памалли пирки шухӑш та пулчӗ», — пӗлтерет Илтимер Ефремов. Светлана Березкина Тани Юн вӗсен килӗнче мӗнле пурӑнни пирки, паллӑ артисткӑн пурнӑҫӗнчи йывӑрлӑхӗсем ҫинчен аса илсе каласа пачӗ. Асӑну мероприятийӗ хӗрлӗ тата сарӑ кӗл чечексем хунипе вӗҫленчӗ.

Тани Юн пулас паллӑ актриса 1903 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Чурпай ялӗнче ҫуралнӑ. Пирӗнтен вӑл 1977 ҫулхи юпан 6-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ. Ӑна Шупашкарти Карачура патӗнчи ҫӑвара пытарнӑ.

Сӑнсем (25 сӑн, Ултиар Цыпленков ӳкернӗ, «Пӗркласрисем» тетелте)

#Чурпай, #Етӗрне районӗ, #ҫӑвасем, #Карачура, #Шупашкар, #асӑну, #Аксар, #Сӑвар ТВ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем