Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Валери Туркай Константин Ивановӑн палӑкне куҫарма сӗнет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 31.01.2015 19:46 | 1656 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх Константин Иванов палӑкӗ
Константин Иванов палӑкӗ

Чӑваш наци вулавӑшӗнче паян Чӑваш наци конгресӗн Мӑн Канаш ларӑвӗ иртрӗ. Унта пӗлтӗрхи ӗҫсене пӗтӗмлетрӗҫ, кӑҫалхи ҫулталӑкра мӗн тумаллине палӑртрӗҫ. Тухса калаҫакансем чылай пулчӗҫ, плана кӗртмелли сӗнӳсене сахал мар пачӗҫ. Документпа каярах, тен, ЧНК сайтӗнче паллашма май пулӗ.

Сӑмах калакансен йышӗнче «Хыпар» издательство ҫурчӗн тӗп директорӗ Валери Туркай та пулчӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл Константин Ивановӑн палӑкӗ вырӑнта мар тӑнине палӑртрӗ — питӗ мелсӗр вырнаҫтарнӑ имӗш. Тӗслӗхрен, ун умӗнче ӳкерӗнме те кансӗр — хыҫра ҫурт курӑнать. Валери Туркай палӑка театр умне куҫарма сӗнчӗ, ку ӗҫре ЧНК пулӑшасса шанчӗ. Унсӑр пуҫне Шупашкарти тепӗр палӑк та хӑй вырӑнӗнче мар иккен. Сӑмах Петӗр Хусанкайӑнни пирки пырать. Унӑн палӑкӗ хальхи вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер инситучӗ патӗнче вырӑн тупнӑ. Валерий Туркай шухӑшӗпе Петӗр Хусанкайӑн палӑкӗ тем тесен те хула варринче пӗр-пӗр чаплӑ лаптӑкра пулмалла.

Пуху вӗҫӗнче ЧНК йышӗнчен хӑш-пӗр ҫынсене кӑларчӗҫ — лешӗсем заявлени ҫырнине пула. Тӗслӗхрен, малашне унта культура министрӗ Вадим Ефимов пулмӗ. Анчах ку культура министерстви ЧНК ӗҫне пач хутшӑнманнине пӗлтермест. Министр вырӑнне ЧНК йышне заявлени ҫырса тепӗр ҫын кӗчӗ — Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ Сергей Казаков.

#палӑксем, #ЧНК, #пухусем, #Шупашкар, #наци вулавӑшӗ, #вулавӑшсем

 

Петӗр Хусанкай палӑкӗ хӑй вырӑнӗнче тӑрать-и?

Хальхи вӑхӑтра Шупашкарти Петӗр Хусанкай палӑкӗ культурӑпа ӳнер институчӗ патӗнче вырнаҫнӑ.
Палӑк хӑй вырӑнӗнче тӑрать, куҫарма кирлӗ мар.
Ҫук, ӑна паллӑрах вырӑна куҫармалла.
Маншӑн ҫав-ҫавах.
Ӑна Хусанкай урамне куҫармалла.

Комментари:

Agabazar // 7640.4.7191
2015.01.31 23:48
Agabazar
Йӑнӑш. Пысӑк йӑнӑш. Мӗн ӑнкарать-ши Тургай архитектурӑпа скульптура хушшинчи ҫыхӑнӑва?
"Петӗр Хусанкай палӑкӗ" текенни

"палӑк" шайне ҫитекен япала мар.

Вӑл бюст кӑна. Ҫавӑнпа та ун пирки шӑв-шав ҫӗклени вырӑнсӑр. Тӗрӗссипе Петӗр Хусанкай палӑкне ун ячӗлле Культура Ҫурчӗ умӗнче лартма палӑртнӑ пулнӑ. Лартӑр. Анчах та бюста ан хускатӑр. Хуть те тата 10 палӑк лартӑр.
Скульпторпа архитектор хӑйсен палӑкне вырӑна шута илсе ӑсталанӑ. Вырӑнне улӑштарас тесен палӑкне хӑйне те улаштарма тивет.
петр // 5059.3.5746
2015.02.01 17:23
вырӗнӗнчех ларччӗр - бюсчӗ те палӑкӗ те.
Кача-мача // 4117.51.7078
2015.02.01 19:19
Туркай йӳтевӗ малалла пырать,
Халь вӑл ав ҫапӑҫать палӑксемпе...
Agabazar // 1098.06.9305
2015.02.02 12:48
Agabazar
"Йӳтев" мар. Пиар. Хӑйне хӑй ҫапла меслетсемпе пиарлама тӑрӑшни. Ҫавӑ ҫеҫ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем