Мероприятийӗ ку маларахах иртнӗ те, ҫапах та пӗлтересех терӗмӗр. Пултаруллӑ ҫын пур енчен те маттур иккен. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем волейбол выляссипе ылтӑн медале тивӗҫнӗ.
Мечӗк хыҫҫӑн хӑвалама сцена ӑстисем ахальтен тухман. Иртнӗ уйӑхра вӗсем республикӑн культура тата ӳнер учрежденийӗсем хушшинче йӗркеленӗ II физкультурӑпа спорт спартакиадине хастар хутшӑннӑ.
Финала малтанхи тапхӑрти 6 вӑйлӑ ушкӑн тухнӑ. Вӗсене икӗ ушкӑна пайлаттарса выляттарнӑ. Пӗрремӗш ушкӑнра К. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Хальхи историн патшалӑх архивӗн тата Чӑваш Наци вулавӑшӗн ушкӑнӗсене пӗр пек: 2:0 — шутпа ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна ку ушкӑнра вулавӑшра ӗҫлекенсем ҫӗнсе илнӗ. Тепӗр командӑна пайланса вылякансем те ҫӗнтерӳшӗн хытах тупӑшнӑ. Ара, финала кам тухассине ҫав вӑйӑ кӑтартса панӑ-ҫке. Ҫапла вара Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗпе финала тухнӑ. Кунта чӑваш драма театрӗн артисчӗсем оперӑпа балет артисчӗсенчен маттуртарах пулнӑ. Бронза медале Чӑваш патшалӑх филармонийӗ тивӗҫнӗ.
Воллейбол вӑййипех лӑпланмӗҫ-ха культура ӗҫченӗсем. Вӗсен йӗлтӗрпе ярӑнассипе те, сӗтелҫи тенниспа та, шашкӑлла, ҫӑмӑл атлетика енчен тата спортӑн ытти енӗпе те тупӑшмалла.