Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем Патӑрьеле семинара пухӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Никифоров Геронтий 01.02.2015 21:13 | 1998 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

2015 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патӑрьел районӗн Патӑрьелӗн пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан пӗрремӗш вӑтам шкулӗнче литература тата К.В. Иванов ҫулталӑкне халалланӑ «Тӗрлӗ халӑх культури ҫыхӑнӑвӗсене аталантарассине тӗпе хурса ӗҫлесси» семинар иртрӗ.

Семинара Патӑрьел район администрацийӗн вӗренӳ пайӗ тата чӑваш чӗлхипе литератури, тӑван ен историйӗпе культури вӗрентекенсен пӗрлешӗвӗ йӗркелерӗҫ. Унта Патӑрьелпе Шупашкар районӗн чӑваш чӗлхипе литератури тата тӑван ен историйӗпе культури вӗрентекенсем тата Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн пайташӗсем Юлия Анисимовӑпа Геронтий Никифоров, вӑлах Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗ» общество организацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗн ертӳҫи хутшӑнчӗҫ. Шупашкартан килнӗ хӑнасене Патӑрьелти пӗрремӗш шкул ачисем ҫӑкӑр-тӑварпа тата Первомайски шкулӗн ача-пӑча фольклор ансамблӗ (ертӳҫи — Елена Сорокина) юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗҫ. Чаплӑ чысласа кӗтсе илнӗ хыҫҫӑн шкулӑн акт залӗнче ачасен тата вӗрентекенсен пултарулӑхӗпе паллашрӑмӑр, пӗчӗк концерт куртӑмӑр.

Тӗп калаҫура 2014 ҫулта Патӑрьел районӗн чӑваш чӗлхипе литератури, тӑван ен историйӗпе культури вӗрентекенсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӑмӑр. Тӑван чӗлхепе литература кунта чыс та хисепре. Ҫыравҫӑсемпе пуян районта йӑлана кӗнӗ мероприятисем ҫулсерен ирттереҫҫӗ: Марина Карягина, Геннадий Айхи, Раиса Сарпи вулавӗсем, «Ӑслӑлӑх. Тӗпчев. Аталану» пултарулӑх, «Уҫӑ урок» меслетлӗх тата «Туслӑх хӗлхемӗ» фестивальсем, предмет олимпиади, «Чӗвӗлти чӗкеҫ» вӑйӑ-конкурс, пултарулӑх каҫӗсем, «Ҫулталӑк учителӗ» конкурс тата ыттисем те.

Патӑрьел районӗнче чӑваш, тутар, вырӑс, ирҫе-мӑкшӑ халӑхӗ пурӑнать. Тутар ялӗсем темиҫе те. Тӗслӗхрен, Шӑнкӑртам, Тутар Сӑкӑчӗ, Ксыл-Чишма тата ытти ялсем. Районӑн тӗрлӗ халӑхӗ те, ачисем те пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑнаҫҫӗ. Чылайӑшӗ пӗрле пӗр шкулта вӗренет. Учительсем тӗрлӗ халӑх культури ҫыхӑнӑвӗсене аталантарассине тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ.

Патӑрьел районӗн шкулӗсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентмелли сехет шутне чакарманни пире савӑнтарать. Пултаруллӑ вӗрентекенсен йышӗнче В. Яковлева, М. Табакова, М. Мадюкова, Г. Хлебникова, С. Кулакова, Е. Сорокина тата ытти ӗҫтешсем районта тата ун тулашӗнче иртекен меслетлӗх семинарӗсене, тӗрлӗ пултарулӑх ӑмӑртӑвӗсене хастар хутшӑнаҫҫӗ.

К.В. Иванов ҫулталӑкӗнче иртекен тӗп мероприятисем, «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» пултарулӑх конкурсӗ» тата «Илпек Микулайӗн юбилейӗпе «Хура ҫӑкӑр» роман тӑрӑх викторина ҫинчен» калаҫу пулчӗ.

Литература тата К.В. Иванов ҫулталӑкне халалланӑ «Тӗрлӗ халӑх культури ҫыхӑнӑвӗсене аталантарассине тӗпе хурса ӗҫлесси» семинара хутшӑнакансем канашлӑва тухӑҫлӑ ӗҫлесе пӗтерсен темиҫе йышӑну турӗҫ. Вӗсенчен чи курӑмлисем, пахалӑхлисем ҫаксем пулчӗҫ: шкул вӗрентӗвӗ валли халӗ тухакан кӗнекесене ҫӗнӗлле кӑлармалла, грамматика таблицисен электронлӑ варианчӗ пулмалла, шкул вӗрентӗвӗнче хальхи орфографие сыхласа хӑвармалла, кашни чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенне компьютер оборудованийӗпе тивӗҫтермелле, тӑван ен историйӗпе культурине эрнере 1 сехет вӗрентмелле, 9 класс вӗренсе пӗтерекенсене вӗренӳ ҫулӗ вӗҫӗнче шкулта чӑваш чӗлхипе экзамен тыттармалла, экзамен формине шкул хӑйӗн суйласа илмелле.

#чӑваш чӗлхи, #семинарсем, #Патӑрьел, #шкулсем, #Патӑрьел районӗ, #ЧНК, #Шӑнкӑртам, #Первомайски, #Тутар Сӑкӑчӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем