Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Николай Петрович Петров профессора асӑнса ҫавра сӗтел иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 20.01.2010 07:51 | 1896 хут пӑхнӑ

Кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче Николай Петрович Петров профессора асӑнса «Чӑваш литература чӗлхин историйӗ» ятлӑ ҫавра сӗтел иртрӗ. Ҫак кун, профессор сывӑ пулсан, 81 ҫул тултарӗччӗ.

Вӑл 13 сехетре пуҫланчӗ. Ҫавра сӗтел майлӑ иртернӗ конференцие чӗлхеҫӗсемпе ытти ӑсчахсем тата чӑваш филологийӗн студенчӗсем пухӑнчӗҫ. Евдокия Александровна ӑна ҫавра сӗтеле уҫнӑ май кӗскен ун йӗрки ҫинчен каласа пачӗ. Малтан Н.П.Петров 2008 ҫулхи юпан 17-мӗшӗнче Сыктывкарта панӑ интервьюна итлерӗҫ. Кӗскен каласан 20 минутлӑ калаҫура вӑл Василий Ильич Лыркин (хушаматне, лайӑх илтӗнмен пирки, йӑнӑш та ҫырма пултарнӑ — каҫару ыйтатӑп. Admin) пирки тата ытти вак-тӗвек ыйтусене хускатрӗ: IX ӗмӗрхи полхарсен кивӗ ҫыру палӑкне вулас ыйту, доктор канашне йӗркелени.

Президиума Евдокия Александровна Андреева, Татьяна Витальевна Денисова, Олег Ростиславович Студенцов, Виталий Иванович Сергеев, Николай Петровичӑн мӑшӑрӗ Елена Архиповна, Васильева Елизавета Фёдоровна, Ибрагим Арыкан туркка, тата Леонид Петрович Сергеев йышӑннӑ хыҫҫӑн докладсем калама пуҫларӗҫ.

Васильева Елизавета Фёдоровна профессорӑн пурнӑҫне уҫса пачӗ, ӑна тӗрлӗ енчен хакларӗ. «Пуҫран ачашшӑн шӑлма та, хыттӑн асӑрхама та пултаратчӗ», — асӑрхарӗ вӑл.

Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандилачӗ Олег Ростиславович Студенцов Николай Петрович студентсемпе мӗнле ӗҫлени пирки каласа кӑтартрӗ. Питӗ хытӑ ыйтатчӗ терӗ — хӑй пӗррехинче ӑна епле экзамен пани пирки каласа кӑтартрӗ. Олег Ростиславович ҫавӑн пекех Николай Петрович Петров ЧПУри журналистика кафедрине уҫас тӗлӗшӗпе самай тӑрӑшни пирки пӗлтерчӗ.

Виталий Иванович Сергеев хӑйӗн сӑмахӗнче Николай Петровича Шурӑ кашкӑрпа, Пихампарпа, танлаштарчӗ. Николай Петрович ун шучӗпе пирӗн пурнӑҫри шурӑ кашкӑр пулса тухать.

Л.П. Петров профессора пысӑка хурса хакларӗ. Николай Петрович йӗркеленӗ доктор канашӗнче 1992-2009 ҫулсем хушшинче 118 ҫын хӳтӗленнӗ иккен, вӗсен шутӗнче иккӗшӗ — доктор, ыттисем — ӑслӑлӑх кандидачӗсем.

Ҫавӑн пекех ҫавра сӗтелте Ибрагим Арыкан, А.П. Хусанкай, Л.П. Сергеев, Е.Р. Горшков сӑмах каларӗҫ, профессорӑн ӗҫне ыррӑн аса илчӗҫ.

Л.П. Сергеев Николай Петрович ӗҫне халалласа пысӑк конференци ирттерме сӗнчӗ. Евдокия Александровна ун шухӑшӗпе килӗшрӗ. Тӗнче шайӗнчи конференцие хатӗрлеме темиҫе ҫул кирлине пула вӑл ӑна профессор ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнӗ тӗлне ирттерме сӗнчӗ.

 

Сӑнӳкерчӗксем

#ҫавра сӗтелсем, #ЧППУ

 

Комментари:

Брусова Галина Федоровна // 2324.01.3877
2010.01.30 01:39
Л.П. Сергеев сĕнĕвне пурнăçа кĕртесчĕ.
2010.02.05 23:58
Аçтахар Плотников
Сăнӳкерчĕксене кĕртрĕм.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем