Арҫынна чӑвашла калаҫма пӗлни ҫӑлнӑ. Тӗрӗсрех каласан, ку ӑна вӑрланӑ укҫана тавӑрма пулӑшнӑ.
Нарӑсӑн 2-мӗшӗнче 53 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса пани паллӑ пулнӑ. Вӑл, таксист, пассажира ҫаратма хӑтланнӑ-мӗн.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, преступник, Азербайджанра ҫуралса ӳснӗскер, халӗ Хусанта пурӑнаканскер, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче саккас йышӑннӑ: 32 ҫулхи арҫынна Хусантан Вӑрмар районне илсе ҫитермелле.
Пассажир малти ларкӑча вырнӑҫнӑ, укҫа тӳленӗ те ҫывӑрса кайнӑ. Таксист ҫакӑнпа усӑ курнӑ та. Лешӗн кӗсйинчен енчӗкне туртса кӑларнӑ та 47 пин тенке йӑкӑртнӑ.
Пассажир вӑрансан укҫа ҫухалнине сиснӗ, водительтен ӑна тавӑрса пама ыйтнӑ. Анчах лешӗ ухмаха пенӗ — нимӗн те пӗлмест имӗш. Кун хыҫҫӑн пассажир полицие шӑнкӑравланӑ та вӑрӑ нимӗн те ан ӑнлантӑр тесе чӑвашла каласа ӑнлантарнӑ. Таксист заправкӑна кӗнӗ, унта ӑна полицейскисем тытса чарнӑ.
Таксиста тӗрӗсленӗ май унӑн ҫумӗнче енчӗк тупнӑ. Укҫан пысӑк пайне вӑрӑ нуски ӑшне пытарма ӗлкӗрнӗ.