Тӗнчипе тенӗ пекех кризис хуҫаланать, Раҫҫейре апат-ҫимӗҫ хакӗ тӑрук ӳсрӗ… Ҫакна пула чылайӑшне йывӑр килет. Кризис ача пахчисене те пырса тивет пулмалла.
Нарӑсӑн 2-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа экономика канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов ача пахчисенчи апатлану 10-15 процент ӳсессине пӗлтернӗ.
Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков каланӑ тӑрӑх, хальхи хаксене пула ача пахчинчи апатлану 30 процент хӑпарнӑ. Шупашкарта ҫимӗҫсемпе тивӗҫтерекенсемпе та канашлу иртнӗ-мӗн. Унта ача пахчисенчи рациона грамм тӗлӗшӗнчен касма, ҫакна витаминсенче сыхласа хӑварма йышӑннӑ. Михаил Игнатьев ача апатланӑвӗн калориллӗхне сыхласа хӑварма хушнӑ.
Ҫакна апат пахалӑхне чакармасӑр епле тума пулать? КПРФ фракцийӗн Чӑвашри уйрӑмӗн ертӳҫишӗн ку — ӑнланманлӑх. Вӑл ҫак ыйту тӗлӗшпе Алексей Ладыков ашшӗ-амӑшӗпе канашласса шанать.