Чӗмпӗр облаҫӗнче «Наци ялӗ» проекта пурнӑҫлама тытӑннӑ. Унта регионта пурӑнакан халӑхсен культурине кӑтартакан картишсем пулӗҫ. Пӗтӗмпе — 9 лапам. Чӑваш культурине автономийӗ хӑйӗн лапамне пӗрремӗш хӑтлӑлатма тытӑннӑ.
Ҫулла картиш пӗрремӗш хӑнасене йышӑнмалла. Кунта музей комплексӗ, конференци залӗ, наци апачӗ пӗҫӗрекен кафе, хӑна ҫурчӗ пулӗҫ. Вӑхӑт ирнӗҫемӗн ҫак вырӑн наци йӑли-йӗркисен центрӗн статусне тивӗҫмелле.
Чӑваш картишне Федоровсен ҫемйи, ашшӗ тата ывӑлӗсем, тума тытӑннӑ. Йывӑҫ ҫуртра музей экспозицийӗ пулӗ. Кунсӑр пуҫне мунча, ҫӑл пур. Анчах тумалли татах пур-ха.
Ку кӗтесре тӑван культурӑпа паллашма, унӑн илемӗпе киленме май пулмалла. Проект ҫак тӗллевпе пурнӑҫланать те.
— Эпир ӗҫлетпӗр, вун-вун ҫултан эпир пулмастпӑр, анчах чӑваш халӑхӗ валли ҫакнашкал кӗтес пулать. Унта ҫынсем музее кайма, наци ҫимӗҫне тутанма, канма пултараҫҫӗ, — тенӗ Артем Федоров.