Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Хӗрлӗ Чутайра та Константин Иванов ҫулталӑкне уҫрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 08.02.2015 12:35 | 1232 хут пӑхнӑ
Культура

Хӗрлӗ Чутай районӗнче Литература ҫулталӑкне уҫнӑ ятпа район центрӗнче вырнаҫнӑ Культура керменӗнче савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ.

Уява килнисем ӑна тӗплӗ хатӗрленине курчӗҫ. Ак, сӑмахран, хӑнасене те фойере «Нарспи» поэмӑри сӑнарсем кӗтсе илчӗҫ. Кунтах район центрӗнчи вулавӑш ӗҫченӗсем йӗркеленӗ тӗрлӗ куравсем: «Вӑрҫӑ ҫинчен ҫырнӑ кӗнекене вула», «2015 ҫулхи юбиляр писательсем», «2015 ҫулти юбиляр кӗнекесем», «Чӑваш ҫыравҫисем- юбилярсем», «Вырӑнти талантсем» тата ыттисем те. Кунтах Константин Ивановӑн вилӗмсӗр хайлавӗсем. Иккӗмӗш хута хӑпармалли картлашкасен айккинчи стенасем ҫине паллӑ ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсен илемлӗ сӑнӗсене вырнаҫтарнӑ. Вырӑнти поэтсемпе ҫыравҫӑсем вара — Зоя Сывлӑмпи, Светлана Яруткина, Галина Зотова, Лев Медведев, Александр Трофимов, Оксана Коракова — хӑйсен кӗнекисен куравӗсене йӗркеленӗ. Вӗсен кӗнекисемпе хӑнасем интересленех паллашрӗҫ.

Литература ҫулталӑкне уҫма чӑваш халӑх ҫыравҫи, Чӑваш Республикин ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Юхма Мишши килсе ҫитнӗ, вӑл пухӑннисене хӑйӗн сумлӑ хайлавӗсен пуххипе паллаштарчӗ. Чӑвашпотребсоюз председателӗ, Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Павлов, Хӗрлӗ Чутай районӗн пуҫлӑхӗ Александр Степанов депутат, администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров, районти культура пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Самсонов тата ыттисем литература каҫалӑхӗнче тӑрӑшакансене литература ҫулталӑкӗнче татах та ӑнӑҫлӑрах ӗҫлеме чӗнсе каларӗҫ, май пулсан пулӑшма шантарчӗҫ.

Уява Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкул вӗренекенӗсем Наталья Храмова ертсе пынипе хатӗрленӗ Лев Толстой ҫырнӑ «Война и мир» романри Наташа Ростовӑн пӗрремӗш балне сӑнарланипе пуҫларӗҫ.

Уяв хӑнисем пухӑннисене Литература ҫулталӑкне уҫнӑ ятпа саламларӗҫ, культурӑра тӑрӑшса ӗҫлекенсене Хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ. Юхма Мишши уява пуш алӑпа килмен, Чӑваш халӑх канашӗн депутачӗ Николай Малов районти шкулсемпе вулавӑшсем валли кӗнекесем парса янӑ иккен.

Уявра районти тӗрлӗ шкулсенчи тата Культура ҫурчӗсем ҫумӗнчи юрӑ-ташӑ ӑстисем чӑвашла тата вырӑсла сӑвӑ-юрӑпа, хитре ташӑсемпе савӑнтарчӗҫ. Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмӑри сыпӑкӗсем, Ҫеҫпӗл Мишши ҫырнӑ сӑвӑсем, вырӑнти авторсем ҫырнӑ сӑвӑсем, лирика юррисем чуна тивмелле янӑрарӗҫ.

Сӑнсем (98)

#Хӗрлӗ Чутай районӗ, #кӗнекесем, #Литература ҫулталӑкӗ, #уявсем, #куравсем, #Константин Иванов ҫулталӑкӗ, #вулавӑшсем, #Хӗрлӗ Чутай

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем