Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Элӗк районӗнче «Чӑваш кӗнеки — вулавӑшсене» ыркӑмӑллӑх акцийӗ иртет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 09.02.2015 10:21 | 1255 хут пӑхнӑ
Культура

Элӗк районӗнчи тӗп вулавӑш Литература ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн нарӑсӑн 7-мӗшӗнче «Чӑваш кӗнеки — вулавӑшсене» ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ҫапла майпа вулавӑш фондне ҫӗнӗ кӗнекесемпе пуянлатасшӑн. Йӗркелӳҫӗсем кун пек майпа халӑха кӗнеке вуламашкӑн та явӑҫтарасшӑн.

Чылай вулавӑшра ҫӗнӗ кӗнекесем сахал. Ку — ҫивӗч ыйтусенчен пӗри. Вулакансем парнеленӗ кӗнекесем вара фонда пуянлатма пулӑшаҫҫӗ. Паллӑ ӗнтӗ: нумайӑшӗн килте вуласа тухнӑ кӗнекесем ҫӳлӗк ҫинче тусан пухса выртаҫҫӗ. Элӗк районӗн тӗп вулавӑшӗ вӗсене ахаль вырттарма сӗнмест. Вулавӑшра ӑна алла тытакансем тупӑнаҫҫех.

Акцие кирек кам та хутшӑнма пултарать. Вулавӑшшӑн энциклопедисем, иллюстрациллӗ кӑларӑмсем, литература, Чӑваш Ен пирки тухнӑ кӑларӑмсем, литература, ӳнер, культура пирки тухнӑ кӗнекесем, аудиокӗнекесем капашсӑр пысӑк парне пулӗҫ.

Акци пуҫланнӑ пуҫланман вулавӑша ҫынсем кӗнекесем йӑтса килме тытӑннӑ. Геннадий Михайлов полковник «Дарья. Биографи» журнала ҫырӑнмашкӑн абонемент, «Москва. Вехи истории», «Город, дружбой возведенный. Новочебоксарск», Н.Палькинӑн «О, Волга!» кӑларӑмсене парнеленӗ.

Акцие МИХсенче ҫутатсах тӑрӗҫ. Пӗтӗмлетӗве ҫулталӑк вӗҫӗнче тӑвӗҫ. Кӗнекесене ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Элӗк, Совет урамӗ, 13-мӗш ҫурт. Ыйтса пӗлмелли телефон: 8(83535) 22-9-07.

#Элӗк районӗ, #вулавӑшсем, #Литература ҫулталӑкӗ, #ыркӑмӑллӑх, #кӗнекесем, #Элӗк

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем