Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Патреккелте хоккей енӗпе уҫӑ первенство иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 09.02.2015 18:52 | 1758 хут пӑхнӑ
Спорт

Нарӑсӑн 7-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Патреккелте шайбӑпа хоккей вылякансен район шайӗнчи уҫӑ первнестви иртнӗ. Ӑна асӑннӑ ялта хоккей выляссине пуҫарса янӑ Н.Ф. Рыбкина халалланӑ. Хӑй вӑл физкультура учителӗ пулнӑ.

Турнира район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый уҫнӑ. Спортсменсене Патреккелти тулли мар вӑтам шкул директорӗ Ольга Петрова та, ӑмӑртусен тӗп тӳри Борис Клементьев та ӑнӑҫу суннӑ.

Ӑмӑртура 5 ушкӑн тӗлпулнӑ, Патреккел, Лащ Таяпа, Аслӑ Елчӗк, Тӑрӑм тата Тӳскел ялӗнче ҫитнӗ спортсменсем. Матч виҫӗ тапхӑртан тӑнӑ, кашнийӗ 20-шар минута пынӑ. Тапхӑрпа тапхӑр хушшинче 15-шар минут канса илнӗ.

Пӗрремӗш курнӑҫу тӑрӑмсемпе тӳскелсем хушшинче иртнӗ. Кунта тӳскелсем 6:2 шутпа ҫӗнтернӗ. Иккӗӗмш хутӗнче аслӑ елчӗксем лащ таяпасене 6:1 шутпа хыҫа хӑварнӑ. Виҫҫӗмӗшӗнче патреккелсемпе тӳскелсем вылянӑ. Ку хутӗнче патреккелсем тӳскелсене 2 очко ҫитеймен. Ҫурма финала тухнисенчен патреккелсем аслӑ елчӗксенчен вӑйлӑрах выляса хапхана 3 хутчен шайба кӗртнӗ, аслӑ елчӗксен хӳтӗленесси кӑна юлнӑ. Тӳскелсемпе вылянӑ чух аслӑ елчӗксем пӗр шайба та кӗрттермен.

Ҫапла вара пӗрремӗш вырӑна тӳскелсем йышӑннӑ, иккӗмӗшне – патреккелсем, виҫҫӗмӗшне — аслӑ елчӗксем.

Сӑнсем (46)

#хоккей, #спорт, #ӑмӑртусем, #Патреккел, #Елчӗк районӗ, #Тӳскел, #Аслӑ Елчӗк

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем