Халӑх ыйтнипе Чӑваш халӑх сайчӗ ҫак кунсенче чӑвашла открыткӑсем кӑларчӗ. Чӑн та лавккасенчи сентресем йӑлтах вырӑслисемпе кӑна тулса ларнӑ — хӑйсен тӗсӗсемпе 100 яхӑн тӗрлӗ открытка илӗртет. Ҫав вӑхӑтрах чӑвашлисем пачах та ҫук. Ку ҫитменлӗхе пӗтерес тесе ҫулталӑк тӑршшӗпех уявсем ячӗпе открыткӑсем кӑларма палӑртатпӑр.
Чи малтанах эпир Тӑван чӗлхе кунне халалланине кӑларас терӗмӗр. Ӑна нарӑсӑн 21-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. Уйрӑмах хальхи вӑхӑтра ҫак уяв питӗ пӗлтерӗшлӗ тесе шутлатпӑр — чылай ҫемьере хӑйсен ачисене тӑван чӗлхене вӗрентмеҫҫӗ.
Иккӗмӗш черете Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунне халалланине тӑратрӑмӑр — вӑл та ҫак кунсенче пичетрен тухрӗ. Ӑна эпир чӑвашла тата вырӑсла хатӗрлерӗмӗр. Открыткӑсене, иккӗшне те, «СУМ» лавккара туянма пулать. Хакӗ пысӑк мар — 20 тенкӗ кӑна. Нумай тиражпа кӑлармарӑмӑр — кашнине 100 штук кӑна.
Ҫитес вӑхӑтра «Саламлатӑп» ятпа укҫа конвертне тата Хӗрарӑмсен кунне халалланӑ открытка кӑларма планлатпӑр. Вӗсем ҫак эрнерех пичетленсе тухасса шанатпӑр.
Енчен те сирӗн кама та пулин — тӑванӑрсене, ҫывӑх ҫыннӑмӑрсене — саламлас кӑмӑл пур пулсан пирӗнтен тепӗр пулӑшупа та усӑ курма пултаратӑр: эпир сирӗн ятпа ҫак открыткӑсене адресатсем патне почтӑпа яма пултаратпӑр. Хакӗ — 100 тенкӗ, укҫине малтан тӳлемелле. Кунта открытка хакӗ, ятарлӑ ҫынна сирӗн сӑмахсене ҫыртарасси тата открыткӑна почтӑпа янин тӑкаксем кӗреҫҫӗ. Вӑхӑтра ҫитерес тесе открыткӑсене эпир уяв умӗн эрне юличчен кӑна яратпӑр. Ку мелпе усӑ курас тесене np@chuvash.org адреспа е 8-905-027-61-37 карас номерӗпе ҫыхӑнӑр.