Нарӑсӑн 3-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри йӗркеленипе «10-11 классен чӑваш литератури учебникӗсемпе хрестоматийӗсем» темӑпа ҫавра сӗтел иртрӗ. Ҫавра сӗтел тӗллевӗ — авторсене учебникпа хрестоматисен ҫӗнӗ кӑларӑмӗ валли сӗнӳ парасси. Калаҫӑва кашни районтанах килнӗ вӗрентекенсем хутшӑнчӗҫ. Канашлӑва Чӑваш Республикинчи тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсен ассоциацийӗн ертӳҫи Г.Л.Никифоров уҫрӗ. Чи малтанах 10-мӗш класӑн вӗренӳ кӗнекин авторӗ В.Г.Родионов профессор тата 11-мӗш класс вӗренӳ кӗнекин авторӗ Г.И.Федоров профессор сӑмах илчӗҫ, ҫӗнӗ кӗнекесен тытӑмӗ ҫинчен каласа пачӗҫ. Чӑваш Республикин Вӗрентӳ министерствин тӗп специалисчӗ И.В.Ядранская, Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин пуҫлӑхӗ Ю.М.Виноградов, Чӑваш наци лицейӗн вӗрентекенӗ Г.Л.Никифоров, Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш шкулӗн вӗрентекенӗ Е.А.Майков, Тӑвай районӗнчи Йӑлтӑрчӑ шкулӗн вӗрентекенӗ Г.П.Васильева, Красноармейски районӗнчи Трак чӑвашла-нимӗҫле гимнази вӗрентекенӗ И.Н.Антонова, Пикшик шкулӗн вӗрентекенӗ Л.А.Тихонова тата ытти тухса калаҫакансем ку чухнехи вӗренӳ кӗнекисен тытӑмӗпе содержанине тишкерчӗҫ, вӗсен ҫитменлӗхӗсене палӑртрӗҫ. Кунсӑр пуҫне ҫитес вӑхӑтра пичетлеме палӑртнӑ вӗренӳ кӗнекисен содержанийӗпе тытӑмне пурнӑҫ ыйтӑвне тивӗҫтерекен, ачасен ӑс-тӑнне аталантаракан, вӗсен кӑмӑл-сипечӗпе тата тавра курӑмӗпе килӗшсе тӑракан улшӑнусем кӗртме ыйтрӗҫ, усӑллӑ сӗнӳсем пачӗҫ. Ҫавра сӗтел тухӑҫлӑ иртрӗ.