Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Сувар-пулкарсен ячӗсем пирки ҫӗнӗ кӗнеке тухнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 17.02.2015 11:07 | 1977 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

ЧР Наци вулавӑшӗн фончӗ ҫӗнӗ кӗнекепе пуянланнӑ. Вӑл питӗ кирлӗ те усӑллӑ кӗнеке — «Культура суваро-булгар. Этнические имена и их значения». К.В.Иванов ячӗлле историпе культура фончӗн ячӗпе кӑларнӑ темиҫе кӑларӑма вулавӑша чӑвашсен паллӑ таврапӗлӳҫи, тӗпчевҫи Владимир Алмантай (Иванов) парнеленӗ.

Вӑл вулавӑшпа темиҫе ҫул ӗнтӗ тачӑ ҫыхӑнура. Ку — вӑл парнеленӗ 7-мӗш кӗнеке. Кӗнеке шӑранса тухиччен чылай тар тӑкма тивнӗ. «Ҫынсен ячӗсем — халӑх историйӗн пӗр пайӗ, этника ячӗсенче тата географи ячӗсенче халӑхӑн культурипе йӑли, унӑн тата ытти халӑхӑн ҫыхӑнӑвӗ курӑнать», — тет Владимир Алмантай.

Кӗнеке умсӑмахне виҫӗ чӗлхепе ҫырнӑ: вырӑсла, чӑвашла тата акӑлчанла. Кирлӗ ята хӑвӑртах шыраса тупма пулать. Ӑна хатӗрленӗ чухне архив докуменчӗсемпе, экспедици тӗпчевӗсен материалӗсемпе, ватӑ ҫынсен асаилӗвӗсемпе усӑ курнӑ. Вӑл чӑваш халӑхӗн историйӗпе, культурипе кӑсӑкланакансемшӗн питӗ интереслӗ.

#кӗнекесем, #наци вулавӑшӗ, #чӑвашсем, #ятсем

 

Комментари:

Agabazar // 4076.1.7102
2015.02.17 16:35
Agabazar
татах "сувар" :-(
Ӑнтан ячӗҫ ӗнтӗ ҫав "суварпа"... :-(
Лапăста // 1978.9.4400
2015.02.17 21:14
Чӑн Чӑвашсем пӗтрӗҫ пуле. Суварсемпе булгарсем анчах юлчӗҫ... Самана.
Илле // 3035.94.7765
2015.02.18 01:54

татах "сувар" :-(
Ӑнтан ячӗҫ ӗнтӗ ҫав "суварпа"... :-(
Хула Кусми "зри в корень" тесе калана
Чавашсене СУВАР тумалли практикалла идеологи тутарсенчен пырать. Тутрасем - палхар, чавашсем вара - сувар сес. Сапла вара тутарсем палхарсен пертен-пер еткерсисем пулса тарассе.
Чаваш Енре пуранакан мишерсен /Астархан тата Мещера /Касым/ тутаресен/ хасатне чавашсем Вакыт ят панипе сурасна, Хусан тутаресем вара Тутарстанри чавашсем валли Савар ятла хасат каларттарассе. Ку та ситмен, каярах вусех те СУВАР ят партарассе.
Асархар: чаваш челхинче СУВАР ят сук, пулсан та САВАР пулмалла.
Алмантай Хусанта веренне, савна манса ан кайар. Ун Шупашкарти коттедженче тутар асчахесем эрни-эрнипе пуранассе. Чей есме килессе-ши Шупашкара?
Илле // 3035.94.7765
2015.02.18 02:00
Чаваш серне килсе колонизацилене вырас тене кашни савапла вырана, кашни сал кутне, кашни чаваш яле варрине, йери-тавра херес лартса тухре.
Алмантайсем кашни чаваш яче пур вырана СУВАР туса тухассе.
Уйрамлахе сава сес: вырас тене - пире килсе тытса илне колонизаторсен тене, весем саванпа хуса.
Аламнатайсем хайсен ирекепех таван халаха сутассе.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем