Ӗлӗк ача вилессин кӑтартӑвӗ пысӑк пулнӑ. Халӗ пульницӑсенче хальхи йышши технологипе усӑ кураҫҫӗ-ха, ҫапах ача вилнӗ тӗслӗх ҫук мар.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Ен тин ҫуралнӑ шӑпӑрлансем вилессине чакарас енӗпе Раҫҫейре чи лайӑх регионсен йышне кӗни паллӑ пулнӑ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн ҫумӗ Татьяна Яковлева Чӑваш Енсӗр пуҫне ҫак йыша Ленинград, Тамбов, Томск тата Киров облаҫӗсем, Ханты-Манси автономи округӗ кӗнине пӗлтернӗ. Асӑннӑ регионсенче ҫуралнӑ 1000 ача пуҫне 5-шӗ вилнӗ тӗслӗхе шута илнӗ. Ку кӑтарту тӗнчери чи лайӑх ҫӗршывсемпе пӗр килет.
Пирӗн республикӑра ача вилессин кӑтартӑвӗ чакнине ҫемье тата амӑшӗн ыйтӑвӗсемпе ҫине тӑрса ӗҫленипе ҫыхӑнтараҫҫӗ.