Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Питӗрти ентешсене тӑван чӗлхе кунӗ пухнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 25.02.2015 16:34 | 1891 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш наци конгресӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Грибоедов ячӗллӗ Наци литературин вулавӑшӗнче иртнӗ эрнекун, нарӑсӑн 20-мӗшӗнче, Питӗр чӑвашӗсем тӑван чӗлхе кунне паллӑ тунӑ, аякра пулсан та тӑван чӗлхене манмалла маррине палӑртнӑ.

Уява Эстонире пурӑнакан Пушкӑрт ҫӗрӗнче ҫуралнӑ чӑваш ҫыравҫи Дина Гаврилова илем кӳнӗ. Пухӑннисене унӑн хӑйне евӗрлӗ пуян шухӑшлӑ, ҫӑмӑл вуланакан хайлавӗсем питӗ килӗшнӗ иккен. Вулакансем палӑртнӑ тӑрӑх унӑн кӗнекисенче асран кайми, чуна ӑшӑтса тӑракан ачалӑх, йӑх-тымар ҫыхӑнӑвӗ...

Чӑваш Республикинчен тухнӑ тепӗр ентеш Алексей Ильин та хӑйӗн чӑвашла шӑрҫаланӑ сӑввисене вуласа панӑ.

Пуху вӗҫленнӗ май Питӗр чӑвашӗсем тӑван чӗлхепе илемлӗ вулакансен ӑмӑртӑвне йӗркеленӗ, чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланса чей ӗҫнӗ.

#Питӗр, #чӑвашсем, #Тӑван чӗлхе кунӗ, #уявсем, #чӑваш чӗлхи, #Пушкӑртстан, #Эстони, #литература

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/297.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем