Венгрире чӑваш чӗлхине хисеплеҫҫӗ, вӑл унта пӗлтерешлӗ вырӑн йышӑнать-мӗн. Ҫакна Шупашкара килнӗ Мелинда Такач ҫирӗплетет. 28 ҫулти хӗр Чӑваш Ене чӑваш чӗлхине вӗренме килнӗ иккен.
Мелинда вырӑсла калаҫма хӑнӑхнӑ. Вӑл Сегедри университетра аспирантурӑра вӗренет. Мелинда — археолог. Ҫав вӑхӑтрах вӑл атеистикӑпа кӑсӑкланма тытӑннӑ.
Мелинда Такач чӑваш чӗлхи Хӗвеланӑҫӗнче сыхланса юлнӑ пӗртен пӗр тӗрӗк чӗлхи пулнине палӑртать. Венгр чӗлхине 400-е яхӑн чӑваш сӑмахӗ кӗнӗ-мӗн. Акӑ «пӑру», «ҫил», «сысна», «шӑпӑр» сӑмахсем пӗрешкелтерех янӑраҫҫӗ. Ҫаванпа унта Авалхи Венгри Пӑлхар халӑхӗсемпе ҫыхӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Мелинда Такач Шупашкара килсен «Ӑнӑҫу чӗлхи» курса ҫырӑннӑ. Вӑл халӗ унта чӑваш чӗлхине шӗкӗлчеме ҫӳрет, ҫав вӑхӑтрах Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче, вулавӑшсенче хӑй тӗллӗн вӗренет. Мелинда чӑвашсен ҫӗр ӗҫӗн терминологийӗпе кӑсӑкланать. Вӑл диплом ҫырать, ҫакна унта кӗртесшӗн. Мелинда палӑртнӑ тӑрӑх, Венгрире унӑн вӑхӑт сахал. Лекцисем итлемелле, вуламалла, кӗнеке редакцилемелле… Шупашкарта вара чӑваш чӗлхине вӗренмешкӗн никам та, нимӗн те кансӗрлемест. Вӑл Венгрире чӑваш грамматикине хӑй тӗллӗн шӗкӗлчеме тытӑннӑ-ха, анчах калаҫма-вулама вӗренмешкӗн йывӑртарах. Нумаях пулмасть вӑл Атӑлҫи Пӑлхар чӗлхисене те вӗренме тытӑннӑ.
Мелинда Такач Шупашкарта стажировка тухмашкӑн Сегедри университетра грант ҫӗнсе илнӗ. Пике кунта виҫӗ уйӑхлӑха килнӗ. Кайран Венгрие таврӑнсан тепӗр хут виза тӑвасшӑн, каллех Шупашкара килесшӗн-мӗн.
петр // 5059.3.5746
2015.02.27 17:50 | |
Саламлатп сире, пушӑн 8чи халӑх хушши хӗрарӑмсен уявӗпе!
Сире ҫирӗп сывӑлх, юрату, лайӑх ҫынсемпе хутӑшнма сунатп.