Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Чи хӑтлӑ ял тӑрӑхӗсене палӑртнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 27.02.2015 10:29 | 1779 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Нарӑсӑн 26-мӗшӗнче чи хӑтлӑ ял тӑрӑхӗсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Ӑна пӗлтӗрхи кӑтартусене шута илсе ирттернӗ. Унта 20 тӑрӑх хутшӑннӑ. Пӗлтӗр вара сахалрах — 13 ҫеҫ хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.

Унччен конкурса хуласен хушшинче ҫеҫ ирттернӗ. Кӑҫал ҫӗнтерӳҫӗсене хавхалантармашкӑн республика хыснинчен 1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ял тӑрӑхӗсем унпа тӗллевлӗн усӑ курӗҫ: хӑйсем пурӑнакан вырӑна татах хӑтлӑлатӗҫ.

Кӑҫал конкурсра 100 пин ҫын таран пурӑнакан хула округӗсен йышӗнче Вӑрнар поселенийӗ мала тухнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Ҫӗмӗрле хули, виҫҫӗмӗшӗнче — Вӑрмар тӑрӑхӗ.

II категорире Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗ малти вырӑна йышӑннӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Пӑрачкав ял тӑрӑхӗпе Комсомольски ял тӑрӑхӗ пайланӑ.

III категорире мала Элӗк ял тӑрӑхӗ тухнӑ, иккӗмӗшне — Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ял тӑрӑхӗ, виҫҫӗмӗшне — Комсомольски районӗнчи Тукай ял тӑрӑхӗ.

IV категорире Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхӗ, Етӗрне районӗнчи Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗ, Комсомольски районӗнчи Хирти Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗ малти вырӑнсене йышӑннӑ.

#Ҫӗмӗрле, #Вӑрмар, #Вӑрнар, #Шупашкар районӗ, #Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗ, #Пӑрачкав ял тӑрӑхӗ, #Комсомольски ял тӑрӑхӗ, #Элӗк ял тӑрӑхӗ, #Кӑшавӑш ял тӑрӑхӗ, #Элӗк районӗ, #Тукай ял тӑрӑхӗ, #Комсомольский районӗ, #Ҫӗньял ял тӑрӑхӗ, #конкурссем, #Етӗрне районӗ, #Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗ, #Хирти Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/75989
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем