Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Чутайсем Астӑвӑм эстафетине муркашсене ҫитерчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 28.02.2015 13:15 | 1759 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ветерансен канашӗ ӗнер, нарӑсӑн 27-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчен илнӗ Астӑвӑм альбомне тултарса Муркаш район элчисене парса ячӗ.

«Эстафета памяти поколений» (чӑв. Ӑрусен астӑвӑмӗн эстафети) эстафетӑра республикӑри пур ветеран организацийӗ те хутшӑнать. Кашни район альбомра хӑйӗн геройӗсем ҫинчен хушса ҫырать. 2015 ҫулта кунти материалсене пухса Астӑвӑм кӗнеки пичетлесе кӑларма шутлаҫҫӗ.

Республикӑри ветерансен канашӗн председателӗ Анатолия Пукки, конкурс ертӳҫи Анатолий Филиппов, конкурс комисси пайташӗ Галина Персидская, Муркаш районӗпе Шупашкар район элчисем тӗлпулура хастар пулчӗҫ. Районти ветерансен ертӳҫи Галина Тимакова пухӑннисене общество ертсе пынипе туса ирттернӗ ӗҫсемпе паллаштарчӗ. Анатолий Пукки эстафета тӗллевӗсем пирки каласа кӑтартрӗ, Енкӗлт ялӗнчи Сергей Баринов ертсе пыракан ветерансен организацине республикӑра ҫӗнтерӗве халалласа ирттернӗ смотр-конкурс лауреатне чысларӗ.

Районта вырӑс чӗлхипе «Мое село (моя деревня) в годы Великой Отечественной войны» (чӑв. Ман ял Тӑван Ҫӗршыв Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче) сочиненисен конкурсӗ ирттернӗ, унта пурӗ 29 ӗҫ тӑратнӑ, саккӑрӑшӗ ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнӗ. Вӗсене Хисеп хучӗ тата лоторея билечӗ парса чысларӗҫ. Пухӑннисем район центрӗнчи паттӑрсене асӑнса лартнӑ палӑк умне чачаек кӑшӑлӗ хучӗҫ, районти «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» таврапӗлӳ музейӗпе паллашрӗҫ.

Сӑнсем (68)

#Етӗрне районӗ, #конкурссем, #сочиненисем, #вырӑс чӗлхи, #юбилейсем, #Ҫӗнтерӳ кунӗ, #эстафетӑсем, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Енкӗлт, #Хӗрлӗ Чутай, #Муркаш районӗ, #ветерансем, #музейсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем