Шывра ишме алӑ кирлӗ-и? Ҫук иккен. Ҫакна пӗр тӗслӗх ҫирӗплетет. Шупашкарти «Спартак» спорт шкулне шывра ура пулӑшнипе ҫеҫ ишме вӗренекен ача ҫӳрет.
Вӑл — 3-ри Кирилл. Хальлӗхе республикӑра ку пӗрремӗш опыт кӑна-ха, анчах витӗмӗ пур. Кирилл бассейна хӑрамасӑр, вӑтанмасӑр кӗме хӑнӑхнӑ ӗнтӗ. Амӑшӗ те унӑн кунтах, пӗчӗк ывӑлне ҫитӗнӳсем тума хавхалантарать.
Темиҫе уйӑх каялла пӗчӗк Кирилл бассейна кӗресси, ишме вӗренесси пирки никам та шухӑшлама пултарайман. Унӑн аллисем ҫук. Мӗн тӑвӑн — ҫапла ҫуралнӑ вӑл. Ашшӗ-амӑшне тухтӑрсем варти ачи кун пек ҫураласса систермен те.
Ашшӗ Евгений Александров каланӑ тӑрӑх, ывӑлӗ шывра ҫурӑм ҫинче выртса тытӑнса тӑма пултарать. Ку ҫурӑм шӑмминине ҫирӗплетет — ара вӑл йӑлтах урипе тӑвать-ҫке-ха.
Ҫемьене хула администрацийӗ пулӑшма тӑрӑшать. Халӗ ав ача бассейна тӳлевсӗрех ҫӳрет. Шыва ашшӗпе пӗрле чӑмать — кун пек шикленмест.
Специалистсем кунашкал ачасем хӑйсене спортра тӗрӗслеме пултарнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Анчах спортпа пӗчӗкренех, нимрен хӑрама пӗлмен чухне, туслашмалла-мӗн.