Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Культура: Хула влаҫӗ чӑваш хӗрарӑмне мӗншӗн юратмасть?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 05.03.2015 20:25 | 1438 хут пӑхнӑ
Культура Хулари баннерсенчен пӗри
Хулари баннерсенчен пӗри

Хула тӑрӑх ҫӳресен шӑп та лӑп ҫакнашкал ыйту ҫуралать. Ара чарӑнусенче пур вырӑнта та ҫитес уявпа хӗрсемпе хӗрарӑмсене вырӑсла кӑна саламлаҫҫӗ-ҫке. Чӑвашла салам ҫук-тӑк — ку Шупашкар хула администрацийӗ (баннерта вӗсен логотипӗ пурри ҫак ӗҫе вӗсем явӑҫни пирки пӗрре те иккеленме ҫук) вырӑс хӗрӗсемпе хӗрарӑмӗсене кӑна хисепленине кӑтартать мар-и?

Пирӗн шутпа пӗтӗм тӗнче уявлакан уявра ытти халӑхсенни пекех чӑваш хӗрарӑмне те пӗрешкелех хисеплемелле, пӗрешкелех юратмалла.

Чӑваш халӑх сайчӗ Шупашкар хула администрацийӗнчен тепӗр хут ыйтать — чӑваш чӗлхине хисеплесси хӑҫан пуҫланӗ? Хӑҫан ҫак тӗрӗсмарлӑха пӗтеретӗр?

#Шупашкар, #Хӗрарӑмсен кунӗ, #уявсем, #чӑваш чӗлхи

 

Комментари:

Зина // 1282.0.9716
2015.03.06 17:33
Ҫапла, пирӗн республикӑн икӗ тӗп чӗлхинчен, шел пулин те, пӗринпе ҫеҫ тӑтӑш усӑ кураҫҫӗ.Ҫавӑнпа халӗ шкулсенче те,ытти учрежденисенче те вырӑс чӗлхипе пуплетпӗр.Чӑваш Республикин тӗп тата тӑван чӑваш чӗлхине пур ҫӗрте те усӑ курмаллине манатпӑр.Чӑваш чӗлхине вӗрентекенсем вара шкулта ачасене атте-анне чӗлхине чуна хывма, юратма вӗрентессишӗн тӑрашаҫҫӗ.Вӗренекенсем шкултах, чӑваш чӗлхи кабинетӗнчен тухсанах, вырӑсла калаҫма тытӑнаҫҫӗ.Ыттисем вара-ашшӗ-амӑшӗнчен, ытти предметсен вӗрентекенӗсенчен.... пуҫласах пур ҫӗрте те вырӑсла калаҫса- тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ.Ялта пӗр чӑваш чӗлхине вӗрентекен ҫеҫ чӑвашлӑха упраса хӑвараймасть!Эппин, ҫак ӗҫе пурин те пӗрле явӑҫмалла!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем