Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Вӑрмарта чӑваш тӗррине халалланӑ канашлу иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 10.03.2015 16:00 | 1664 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Вӑрмар поселокӗнче Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленипе канашлу иртнӗ. Ӑна чӑваш тумне, унӑн историне тата аталанӑвне халалланӑ.

Ку уява ирттерме ЧНК ЧР Экономика министерствин грантне ҫӗнсе илни питӗ пысӑк пулӑшу пулнӑ. Канашлӑва кашни районтан, хуларан чӑваш тумӗпе кӑсӑкланакан культура ӗҫченӗсем, ӑсчахсемпе халӑх ӑстисем пухӑннӑ. Пӗтӗмпе 19 районти «Нарспипе Сетнер» килнӗ. Тепӗр май каласан — кашни район хӑйсен тумне тӑхӑннӑ каччӑсемпе хӗрсене илсе килнӗ.

Чи малтан пурте Вӑрмарти историпе таврапӗлӳ музейӗпе паллашнӑ. Уйрӑмах анатри чӑвашсен тумӗсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Унтан уяв Вӑрмарти культура центрне куҫнӑ. Унта «Чӑваш тӗрри — чӗре юрри» курав уҫӑлнӑ. Зинаида Воронова, Евгения Жачева, Мария Симакова тата ыттисем хӑйсен коллекцийӗсене курав илсе килнӗ.

ЧР культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова ЧНКна халӑх тумне сыхласа хӑварма, аталантарма тӑрӑшнӑшӑн тав тунӑ. Вӑл 2016 ҫула чӑваш тӗррине халаллама сӗннӗ.

Вӑрмарти культура ҫуртӗнче чӑваш тумӗн театрализациленӗ концерчӗ иртнӗ. Сцена ҫине районсенчен килнӗ «Нарсписемпе Сетнерсем» тухнӑ. Шел те, залра ларакан сахал пулнӑ. Малашне ҫакна шута илсе ҫитменлӗхе пӗтерме шантарнӑ-ха та…

Зинаида Вороновӑн коллекцийӗ питӗ сумлӑ вырӑн йышӑннӑ. Унта «Асанне арчи», «Качча каякан хӗре тумлантарни» сценкӑсене курнӑ. Уяв чӑваш тумне тӑхӑннӑ эстрада юрӑҫисен чӑваш юррисемпе вӗҫленнӗ.

#Вӑрмар, #ЧНК, #каналшусем, #чӑваш тӗрри, #музейсем, #куравсем, #культура, #чӑвашлӑх, #Вӑрмар районӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/308.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем