Ыран, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Улька Эльменӗн «Упраймарӑм сана…» романне хӑтлӗҫ. Унччен кун ҫути курнӑ романӑн иккӗмӗш пайне автор Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ тӗлне кӑларнӑ.
Асӑннӑ автора Чӑваш Республикин Культура министерстви «чӑваш литературин хальхи вӑхӑтри ҫыравҫисем хушшинче татти-сыпписӗр пултаруллӑ та уҫӑ чунлӑ тата ҫепӗҫ стильлӗ Улька Эльмен тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнать» тесе хаклать. Унӑн «Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?», «Кая юлнӑ ӳкӗнӳ», «Ҫирӗп чунлисем телейлӗ» хайлавӗсене республикӑри вулавӑшсене ҫӳрекенсем хаваспах вулаваҫҫӗ-мӗн. Пӗлтӗр автор чи вулакан чӑвашла кӗнекесен республикӑри конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Ҫынсем унӑн «Упраймарӑм сана…» кӗнекине ҫавӑн пек пысӑка хурса йышӑннӑ иккен.
Ыранхи кӗнеке хӑтлавне авторсӑр пуҫне культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, учительсем, преподавательсем, шкул ачисемпе студентсем хутшӑнасса шанаҫҫӗ.
Хӑтлав вулавӑшӑн «Чӑваш кӗнеки» центрӗнче 15 сехет те 30 минутра пуҫланмалла.