Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Ӗпхӳри чӑваш вырсарни шкулӗ спорт ӑмӑртӑвӗ ирттернӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 12.03.2015 21:10 | 1785 хут пӑхнӑ
Спорт

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа ҫуркуннен пӗрремӗш кунӗнче Ӗпхӳ хулин Калинин районӗнчи чӑваш вырсарни шкулӗ хула шайӗнчи спорт ӑмӑртӑвӗсене ирттерчӗ тесе пӗлтерет Ӗпхӳ хулинчи Леонид Михайлов. Асӑннӑ шкулта вӗренекенсем йӗлтӗрпе чупас, баскетбол, шашка, шахмат вӑййисене выляс енӗпе ӑмӑртнӑ. Мероприятие Ӗпхӳри наципе культура автономийӗн хастарӗсене те чӗннӗ иккен.

Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх йӗлтӗр эстафетинче Ӗпхӳ хулин Октябрь районӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлу паракан 159-мӗш шкул ҫӗнтернӗ. Баскетбол выляссипе те асӑннӑ шкулӑн хӗрачисене ҫитекен пулман — вӗсем пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Арҫын ачасем хушшинче чӑваш вырсарни шкулӗн команди ҫӗнтерчӗ. Шашка тата шахмат вӑййисенче те малти вырӑнсене 159-мӗш тата чӑваш вырсарни шкулӗн ачисем пайланӑ. Хула ӑмӑртӑвӗсен ҫӗнтерӳҫӗ кубокне 159-мӗш шкул ушкӑнне, II вырӑн кубокне Калинин районӗнчи чӑваш вырсарни шкулне панӑ.

Вырсарни шкулӗн ертӳҫи Наталья Асхабудинова ӑмӑртӑва хутшӑннӑшӑн пур спортсмена та тав тунӑ.

Уйрӑмшар ӑмӑртнӑ спортсменсем Пушкӑртстанри чӑвашсен наципе культура ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗнчен Юрий Михайловран тӗрлӗ дипломпа парнене тивӗҫнӗ. Вӑл тренерсемпе тӳресене тата асӑннӑ мероприятие ирттерме пулӑшнӑ Ӗпхӳ хулин Октябрь район администрацийӗн спорт комитечӗн ертӳҫине Л.Н.Ильина тав тунӑ.

#Ӗпхӳ, #Калинин районӗ, #чӑвашсем, #спорт, #Пушкӑртстан, #кӳршӗре, #шашка, #шахмат, #чӑвашлӑх

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/310.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем