Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ҫамрӑксен театрӗ Пӑвари фестивале хутшӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 23.03.2015 17:23 | 1867 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗпе Буинскри патшалӑх драма театрӗ вун-вун ҫул туслӑ пурӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа Ҫамрӑксен театрӗ «Театрлӑ Буинск — 2015» фестивале хутшӑнма хаваспах килӗшнӗ.

ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Хусанти Г.Камал ячӗллӗ театр, К.Тиньчурин ячӗллӗ наци театрӗ, Мӑкшӑри наци драма театрӗ, Дмитровградри А.Островский ячӗллӗ драма театрӗ хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех Чуллӑ Ҫырти, Анат Камӑри, Атнинскри, Мензелинскри, Элметри театр ушкӑнӗсем ҫитнӗ. Спектакльсене чӑвашла, тутарла тата вырӑсла лартнӑ.

Театр хӑнасене хӑнасене парнесем, чечексем, наци тумне тӑхӑннӑ пуканесем парнеленӗ. Шупашкар артисчӗсем «Ылтӑн кӗрӳ» спектакль кӑтартнӑ. Икӗ ҫамрӑк юратӑвӗ пирки кӑтартнӑ постановка ыттисене те килӗшнӗ.

Буинскри тата ял тӑрӑхӗсенчи ҫамрӑк куракансене «Кот в сапогах» юмахпа паллашарнӑ. Мюзикла Егор Шашин композитор, Евгений Муравьев, Иосиф Дмитриев режиссер, Ольга Ежова, Алина Михайлова сцена ҫине кӑларнӑ. Сергей Никитин, Ольга Мацуцына, Полина Чамжаева, Владимир Григорьев, Дмитрий Петров артистсем сӑнарсене уҫса пани ачасене ҫав тери килӗшнӗ.

#ҫамрӑксен театрӗ, #театрсем, #Пӑва, #Хусан, #фестивальсем, #культура, #Чуллӑ Ҫыр, #Анат Кама, #Элмет, #Тутарстан, #спектакльсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем