Хамӑрӑн тымарсем пирки манмалла мар. Уйрӑмах — халь. Кашни ачанах тӑван патшалӑх историне хисеплеме вӗренмелле. Ҫакӑн пек тӗллевсем лартнӑ республикӑри пӗр хулара иртнӗ канашлура.
Улатӑрта регионсен хушшинче «Социокультура тымарӗсем» канашлу иртнӗ. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитнӗ.
Михаил Васильевич канашлӑва уҫнӑ май чӑваш халӑхӗ пуян культурӑллӑ пулнине, хӑйӗн йӑли-йӗркине куҫ пек упранине палӑртнӑ. Ҫак пуянлӑха ӑруран ӑрӑва куҫармаллине те каланӑ Михаил Игнатьев.
«Социокультура тымарӗсем» канашлу вӗрентекенсене чӑн-чӑн патриотсене хатӗрлеме те пулӑшать. Улатӑр хули сӑнав лапамӗ шутланать. Ҫак проекта мӗншӗн шӑпах ҫак хула пурнӑҫа кӗртме тытӑнни те ахальтен мар. Чылайӑшӗ Улатӑра православиллӗ Атӑлҫин центрӗ тесе шутлать. Проекта хула духовенстви хастар хутшӑнать.
«Социокультура тымарӗсем» вӗренӳ курсӗпе килӗшуллӗн ачасем тӑван ен историне тарӑннӑн вӗренеҫҫӗ, паллӑ ҫынсем пирки пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ӳнерпе, живопиҫпе паллашаҫҫӗ.